Улмалуйĕнче пурăнакан Любовь Егоровна Галкина çак кунсенче 90 çул тултарчĕ.
Любовь Егоровна Куславкка тăрăхĕнчи Акчура ялĕнче нумай ачаллă Терентьевсен çемйинче кун çути курнă. Вăрçă çулĕпе пĕр килнĕ ачалăхĕ çăмăл пулман. Фронта тухса кайнă ашшĕнчен 6 çулта юлнă хĕрача. Çывăх çыннин кун-çулне хаяр тăшман татса çемьене çирĕп тĕревсĕр хăварнă. Салтак 1942-мĕш çулта хыпарсăр çухалсан 5 ача тăлăха юлнă.
Хĕрачан пĕчĕклех йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Амăшне хуçалăхра та пулăшмалла пулнă, уйра аслисемпе тан тырă вырнă, фермăра ырми-канми вăй хунă. Пурнăç тăршшĕпе мĕнле ĕçе кăна алла илме тивмен пулĕ! Калинин облаçĕнче торф кăларнă, хăмлаçă пулнă, хуçалăхри пĕр ĕçрен те пăрăнман. Тивĕçлĕ канăва тухиччен чылай çул Çĕрпÿри 8-мĕш куçса çÿрекен механизациленĕ колоннăра бетонщицăра вăй хунă.
1957-мĕш çулта чипер те илĕртÿллĕ пике Валериан Васильевичпа çемье çавăрса Улмалуй ял кинĕ пулса тăнă. Галкинсен çемйине умлăн-хыçлăн телей кайăкĕ вĕçсе килсе 3 хĕр парнеленĕ, ырă кун-çул пиллесе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă вĕсене. 23 çул каялла Валериан Васильевич çут тĕнчерен уйрăлнă.
Любовь Егоровна çын çинче, ял-йыш хушшинче ырă кăмăлĕпе, таса чунĕпе, тараватлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе хисепе тивĕçнĕ çын. Тепĕр тесен, çынна яланах пулăшу алли тăсма хатĕр, сăмахпа ăшăтма, йывăр чух йăпатма пĕлекене кăна Турă çапла вăрăм ĕмĕр пиллет пулĕ.
Ĕçĕ халĕ те сахал мар тăрăшуллă хĕрарăмăн. Ачаран ал ĕçне хăнăхнăскерĕн çăм арлас, чăлха-нуски çыхас туртăмĕ паян та пур. Тасалăха юратаканскерĕн килĕнче те, пахчинче те яланах тирпейлĕ.
Любовь Егоровна паян çав тери пуян шутланса тăрать. Хĕрĕсемпе кĕрĕвĕсем, 6 мăнукĕпе вĕсен мăшăрĕсем, 12 кĕçĕн мăнукĕ – чи пысăк телей. Уява пухăнсан çурт тулли савăнăç та хаваслă кулă хуçаланать. Асламăш-кукамăшне пурте юратаççĕ, хисеплеççĕ, вăхăт тупăнсанах хăнана çитме васкаççĕ, май пур таран пулăшаççĕ.
Л. Галкинана юбилей ячĕпе Энтри Пасар территори пайĕн ертÿçи А. Турганова ăшшăн саламларĕ, Тав çырăвĕ тата чечек çыххи пачĕ.
Л. ШИКАРЕВА.
Апрель 2026 |
