Гипертони - артерири юн пусăмĕ ÿсни. Вăл халăхра анлă сарăлнă чир шутланать. Ăна пула кашни çул тĕнчере 9 миллион çын пурнăçран уйрăлса каять.
Çитĕннĕ сывă çынсемшĕн юн пусăмĕн шайĕ 140/90 мм ртуть юппинчен пĕчĕкрех пулсан çеç йĕркеллĕ шутланать. Сывлăхлă çыннăн юн тымарĕнчи юн пусăмĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула, сăмахран, йывăр ĕçлесен, вăйлă тарăхсан, тулашсан талăк хушшинче улшăнма пултарать. Юн пусăмĕ йĕркеллĕ пултăр тесен, çын хăйне яланах лăпкă тытса, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни пысăк пĕлтерĕ-шлĕ. Юн пусăмĕ виçерен ÿссе кайни чĕрене тата вăйлăрах ĕçлеттерет, чĕре юна хăй витĕр виçерен ытларах уçласа кăларса тăнипе юн тымарĕсем те çакăн пек йывăрлăха чăтаймасăр пиçĕлĕхне çухатаççĕ, черченленме тытăнаççĕ. Çапла вара, юн пусăмĕ виçерен ÿссе кайни пурнăçшăн питĕ хăрушă: юн тымарĕ татăлса кайса пуç мимине юн кайнипе инсульт е чĕре ĕçлеме чарăннипе инфаркт пулма, çын инвалид пулса юлма е вилсе кайма пултарать.
Мĕнле сăлтавсене пула юн пусăмĕ ÿсет-ха? Çынран хăйĕнчен килменнисем çаксем: йăхран йăха куçакан гипертони чирĕ, сахăр диабечĕ, чĕре чирĕ, çын миçе çулта пулни. Çынран хăйĕнчен килнисен шутне виçесĕр, нумай çисе мăнтăрланни, ытла тăварлă апат çини, улма-çырла, пахча-çимĕç сахал çини, эрех-сăра нумай ĕçни, пирус нумай туртни, хусканусем сахал туни, хуйхă-суйхă кĕреççĕ.
Юн пусăмĕ ÿснин паллисем: пуç, ĕнсерен, тăнлавран ыратни, пуç çаврăнни, ларнă çĕртен тăнă чухне тайăлтарни, сулăнтарни, хăлха шавлани, янăраса тăни, хăлха хупланни, урасен вăйĕ чакни, пит хĕрелни, куç умĕнче хура пăнчăсем курăнни, алăпа ура пÿрнисем пĕлми пулни (çывăрса кайни), юн ытларах пынипе пуç пĕçерсе кайни, ыйхă килменни, хытă пăшăрханни, сăлтавсăрах хăраса ÿкни, кăкăр хĕсĕнсе ыратни.
Хăшпĕр çынсем гипертони чирĕ пуçланнине туймасан та пултараççĕ. Çак чирĕн хăрушлăхĕ вара юн пусăмĕ яланах ÿссе тăнинче е тăруках ÿссе кайнинче. Çавăнпа тухтăр сĕнĕвĕсене вăхăтра пурнăçламалла. Юн пусăмĕ ÿснипе аптăракансен çийĕнчех врач патне каймалла, организмне тĕрĕслеттермелле, ЭКГ тутармалла, УЗИ пăхтармалла, чĕрене талăклăх мониторинг тутармалла, анализсем памалла, окулист патĕнче куçсен давленине тĕрĕслеттермелле.
Районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра хальхи вăхăтра диспансеризаци иртме тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма пулать. «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн диспансерацине пыракансен пĕр тĕрĕслевшĕн те укçа тÿлемелле мар.
«Этем сывлăхĕ мĕнле пурнăç йĕркине тытса пынинчен нумай килет. Çавăнпа хăвăр миçе килограмм тайнине час-часах тĕрĕслесе тăрăр, организмшăн усăллă апатсем ытларах çийĕр, сиенлĕ йăласенчен хăтăлма тăрăшăр, физкультурăпа туслашăр тата диспансеризацире тăтăшах пулăр», - çапла сĕнет районти тĕп больницăн врач-терапевчĕ Вера Николаевна Петрова.
Куславкка районĕнчи тĕп больницăра 2025 çул пуçланнăранпа 4934 çын диспансеризацире пулнă. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче çынсем çак чирсемпе чирленине тупса палăртнă: шыçă чирĕсем - 17, сахăр диабечĕ - 256, юн çаврăнăшĕн органĕсен чирĕсем - 278, сывлăш органĕсен - 14, хырăмра апата ирĕлтерекен органсен чирĕсем - 51.
Р. КОВАЛЕВА.