Куславккара пурăнакан Мария Георгиевна Фомина нумай пулмасть 90 çул тултарчĕ. Педагогика ĕçченне, ĕç ветеранне хулара аван пĕлеççĕ. Вăл 30 çул ытла пуçламăш классен учителĕ тата Куславккари интернат-шкулăн воспитателĕ (1959-1993 çулсенче) пулнă. Вĕренекенсен темиçе ăрăвне пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă.
Мария Георгиевна 1935 çулта Варасăр ялĕнче кун çути курнă. Ыттисенчен нимпех те уйрăлса тăман çемьере ÿснĕ, ашшĕпе амăшĕ кохозра вăй хунă. 1941 çулта, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан, ашшĕне фронта илсе кайнă, амăшĕ ултă ачапа тăрса юлнă. Вăрçă çулĕсенче Мария, ытти ачасем пекех, кăнтăрлаччен шкулта вĕреннĕ, ун хыççăн аслăраххисемпе пĕрле колхоз уйĕнче ĕçленĕ.
Мария мĕн пĕчĕкренех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Шкул пĕтерсен, вăл Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ, унтан Канашри педагогика техникумĕнче ăс пухнă.1957 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче çамрăк педагог ĕçе тытăннă – Куславкка районĕнчи пуçламăш шкулсенче вĕрентме пуçланă.
Куславккари интернат-шкула çÿрекенсемшĕн Мария Георгиевна учительница пулнипе пĕрлех амăш вырăнĕнче те шутланнă. Вăл тăлăх ачасене хуçалăхра, кулленхи пурнăçра малашне мĕн кирлĕ пулать, çавна пурне те вĕрентнĕ: кĕпе-йĕм çума, юсама, апат-çимĕç пĕçерме, хăйсене тирпейлĕ тытма, кăмпа-çырлана, сиплĕ курăксене паллама, вĕсемпе пĕлсе усă курма тата ыттине те. Ывăна пĕлмен педагог вăхăтра ăс панипе пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă тăлăхсене пурнăç çулĕ çине тăма ытла йывăрах пулман.
Интернат-шкултан вĕренсе тухнисем Мария Георгиевнăна халĕ те ăшă сăмахпа аса илеççĕ, пуриншĕн те тав тăваççĕ. Куславккана килес пулсан, вĕсем юратнă учительници патне кĕрсе тухма, унпа курса калаçма тăрăшаççĕ. Çулĕпе çамрăк мар пулин те, Мария Георгиевна хаклă хăнасем килнĕ çĕре кукăль, тутлă çимĕç пĕçерсе хума тăрăшать. Хăй вĕрентнĕ ачасем тÿрĕ кăмăллă тата çĕршыва тивĕçлĕ çынсем пулса тăнишĕн чунтан савăнать.
Мария Георгиевна Фомина паян хăйĕн пысăк çемйипе савăнса пурăнать. Унăн виçĕ ача, сакăр мăнук. Вăл 100 çула çитме, юратнă мăнукĕсен пилĕк ачине тивĕçлĕ пĕлÿ памашкăн пулăшасси пирки ĕмĕтленет. Виççĕмĕш мăнукĕ, строитель профессине алла илнĕ Александр, паян ятарлă çар операцине хутшăнать. Вăл – офицер, танкист, взвод командирĕ, çар наградисене те илме тивĕçлĕ пулнă.
Çывăх çыннисен юратăвĕпе тимлĕхĕ Мария Георгиевна Фоминана ватлăх кунĕсенче телей те ырлăх, савăнăç кÿрет. Çын хушшинче çĕнсе илнĕ хисеп, ыркăмăллăхпа тараватлăх, кăмăл пуянлăхĕпе чун илемĕ иксĕлми пулччăр тесе сунаççĕ юбиляра тантăшĕсемпе пĕлĕшĕсем те.
Н. ПАЛЬМОВА.
Ÿкерчĕксем çинче: М. Фомина, мăнукĕпе Александрпа.
Март 2025 |