Майăн 27-мĕшĕнче Раççейре Библиотекăсен пĕтĕм Раççейри кунне – библиотекăсенче ĕçлекенсене тата вулама юратакансене халалланă уява паллă турăмăр. Çавна май хамăр регионти ку ĕçпе çыхăннă ветерансене, сотрудниксене тата вулавăш çурчĕсен историне асăнса хăварни питех те вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп.
1979 çулта Куславкка тăрăхĕнче 21 библиотека шутланнă. Çав шутра тĕп библиотекăпа ачасен библиотекине, Энтри Пасарĕнчи, Куснарти, Варасăрти, Кунерти, Калуккассинчи, Елчĕкри, Карачри, Аманикри, Криушри, Курăчкинри, Анат Шуршури, Минкĕшри, Шăнчасри, Тĕмшерти, Кивĕ Тĕрлемесри, Тĕрлемесри, Муркарти, Чашламари тата Кармăшри вулавăш çурчĕсене асăнмалла.
Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека 1934 çулхи августра уçăлнă. Унăн пĕрремĕш заведующийĕ Этель Григорьевна Ходаровская пулнă. Кĕнекесем пĕр пине яхăн шутланнă. Организацисемпе учрежденисен вырăнти комите-чĕн шучĕпе кĕнекесемпе журналсем çителĕклĕ туяннă. Э. Ходаровская кивĕ магазина вулавăш çурчĕ валли пама ÿкĕте кĕртнĕ. Çавăнтах вăл ача-пăча литературин пайне уçнă, штата ÿстерме пултарнă. Унта В. Пожедановăпа Е. Гросснова ĕçлеме тытăннă. 1979 çулта ĕçри пысăк кăтартусемшĕн библиотекăна куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавпа наградăланă.
2024 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вулавăш çуртне моделлĕ библиотека ят панă. Шăпах ĕнтĕ çав çул ăна уçнăранпа 90 çул çитнине паллă тунă. Библиотекарьсем тĕрлĕ çулсенчи тата тĕрлĕ интереспа пурăнакан çынсемпе ĕçлеççĕ. Паянхи куна ку учреждени ялсенчи 12 библиотека валли методика центрĕ пулса тăрать. Фондра 40 пин ытла экземпляр шутланать.
Архиври даннăйсем çирĕ-плетнĕ тăрăх, ачасен библиотекине 1946 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче уçнă. Вăл хулари 1-мĕш номерлĕ вăтам шкул çуртĕнче 5 тăваткал метр йышăнакан пÿлĕмре вырнаçнă. Кĕнекесен фончĕ 1643 единицăпа танлашнă, заведующи пулса О. Иванова ĕçленĕ. Ольга Ивановна пĕчченех тăрăшнă, 210 вулакан ыйтăвне тивĕçтернĕ. Çав çулсенче тата 8 экземпляр хаçатпа журнал çырăнса илнĕ. Хăйĕн çурчĕ пулманран, библиотекăна тĕрлĕ çĕрте уçма тивнĕ.1961 çулта вăл 30 лет Победы урамри çĕнĕ çуртра вырнаçнă. Унта 3 çын ĕçленĕ. Заведующи пулса В. Подъельникова тăрăшнă. 2005 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче ăна моделлĕ библиотека ят панă. 2012 çулта унăн статусĕ улшăннă, хут çинче ачасен библиотеки теме пуçланă. Паянхи кун фондра 15 пин ытла кĕнеке шутланать, унта 1850 вулакан çÿрет.
Библиотека краеведенипе экологие ытларах тимлет. Шкул çулне çитмен ачасене пулăшма вăл «Пĕчĕк вулакан» тата «Эпĕ кĕнекепе тĕнчене уçатăп» программăсемпе ĕçлет, унта тăрăшакансем хулари тата округри ача сачĕсемпе шкулсенче час-часах пулаççĕ.
Энтри Пасар ялĕнчи библиотека
Ватă çынсем каласа панă тăрăх, Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн Энтри Пасарĕнчи Василий Георгиевич Егоров пÿртĕнче вулав çурчĕ ĕçлеме пуçланă. Унта фронтра пулнă Николай Алексеевич Алексеев тăрăшнă. «Кĕнекесем 1 пине яхăн шутланатчĕç. Тĕпрен илсен, шкул ачисем çÿретчĕç», – аса илет 1950-1951 çулсенче Энтри Пасарĕнчи библиотека заведующийĕ пулнă Елизавета Александровна Александрова.
1972 çулта Николай Иванович Петров тăрăшнипе вулавăш çуртне «Республикăри чи лайăх библиотека» ят панă. 1989 çулхи августра библиотекăна вырăнти Культура çурчĕн иккĕмĕш хутне куçарнă. 2005 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче ăна моделлĕ библиотека теме тытăннă. Унта краеведенин пĕчĕк музейĕ те пур. Музейри экспонатсемсĕр пуçне ялсем мĕнле аталанса кайни, вĕсенчи паллă çынсем çинчен пуян материал упранать. Ял тăрăхĕсенчи чи лайăх культура учрежденийĕсене тата вĕсенче ĕçлекен чи хастар ĕçченсене суйласа илнĕ чухне 2017 çулта энтрипасарсем «Ялти чи лайăх библиотекарь» номинацире çĕнтернĕ, 2021 çулта «Ялти чи лайăх библиотека» ята тивĕçнĕ.
Паянхи куна библиотека фондĕнче 14 пине яхăн кĕнеке шутланать.
Пăрмас ялĕнчи библиотека
1974 çулта Чашламара Тимофей Селиванов купса çуртĕнче пуçласа вулавăш çурчĕ уçнă. Унта Калерия Ивановна Григорьева ĕçленĕ. 2006 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче библиотекăна моделлĕ ят панă. 2011 çулта ăна Пăрмас ялĕнчи администраци çуртне куçарнă, Пăрмасри библиотека тесе калама тытăннă.
2019 çулхи ноябрьте «Культура» нацпроектпа килĕшÿллĕн ялта çĕнĕ Культура çурчĕ туса лартсан библиотекăна иккĕмĕш хута куçарнă. Паянхи кун унăн фондĕнче 8 пин ытла экземпляр шутланать, çав шутра Раççейри халăхсен чĕлхипе пичетлесе кăларнă 2500 ытла кĕнеке пур. Кĕçĕн çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасене интереслентерме «Почемучки» клуб ĕçлет. Библиотека «Селиванов купсасем» ятпа экскурсисем йĕркелет. Çавна май ачасем Селивановсем мĕнпе паллă пулнине, вĕсем «Хыпар» хаçатпа мĕнле çыхăннине, чăваш ялĕсенче пухнă çăмартана мĕнле майпа ют çĕршывсене те ăсатма пултарнине пĕлме пултараççĕ.
Куснар ялĕнчи библиотека
Ватă çынсем каланă тăрăх, вулав çуртне Куснар чиркĕвĕн пĕр пайĕнче 1936 çулта уçнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланас умĕн ăна И. Краснов çуртне куçарнă. Вулав çуртĕнче чи малтан А. Тушников ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн ăна П. Архиповăн килне, хальхи почта вырнаçнă çурта куçарма йышăннă.
1960 çулта вулав çурчĕ вырăнне библиотека уçнă. 2006 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче вăл моделлĕ библиотека пулса тăнă. Паянхи куна унăн фондĕнче 6500 яхăн экземпляр шутланать. Куснар тăрăхĕнче Марфа Трубина, Ольга Ырзем, Иван Вашки тата ытти паллă çынсем çуралса ÿснĕ. Библиотекăра литературăра ырă ят илнĕ ентешсене асра тытас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Çав тĕллевпех унта вырăнти авторсен произведенийĕсене сасăпа вуласси анлă сарăлнă, писатель-ентешсен пултарулăхне халалласа литература каçĕсем час-часах ирттереççĕ.
А. САВЕЛЬЕВА,
тĕп библиотека методисчĕ.
(Малалли – çитес номерте).