Тимлĕ пулăр!

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 03.07.2026, 10:13 Просмотров: 113

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерстви Чăваш Енре çынна çĕлен сăхнă тĕслĕхсем йышланнине палăртать. Иртнĕ канмалли кунсенче 7 тĕслĕхе шута илнĕ. Шар курнисен йышĕнче - Улатăр, Çĕмĕрле, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Канаш округĕсенче пурăнакансем.

70 çулти арçын утă пухнă вăхăтра уринчен тем йĕп пек чикнине туйса илнĕ. Вăл пушмакпа пулнă-ха, çапах та хура çĕлен ăна сăхма ĕлкĕрнĕ. 79 çулти хĕрарăм пахчара çĕр çырли пуçтарнă чухне хура çĕлене асăрхаса ĕлкĕреймен. Вăтăрти хĕрарăм та çырла татнă чухне инкеке лекнĕ. Вăл уйра хура çĕлене урипе пусса лартнă.

Тухтăрсем асăрхаттараççĕ: уйра, вăрманта хупă пушмакпа, вăрăм шăлаварпа çÿремелле, курăк çÿллĕ ÿсекен вырăна кĕмелле мар, чулсемпе пĕренесем выртакан çĕрте уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Çĕлене курсан ăна тытма, хăвалама юрамасть, лăпкăн кăна айккинелле пăрăнса утмалла.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники