Çĕнĕ вĕренÿ çулне - çĕнĕ кĕнекесем

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 03.07.2026, 10:13 Просмотров: 116

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне республикăри шкулсене çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтереççĕ. Кун пирки Чăваш Ен вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтерчĕ.

Республикăна 64 пин ытла кĕнеке кÿрсе килнĕ ĕнтĕ. Шкулсене 5-9-мĕш классенче технологи вĕрентме 26 пин учебник, 7-9-мĕш классем валли статистикăпа пĕлÿ илме 18 пин тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене 8-9-мĕш классенче вĕренме 20 пин кĕнеке валеçсе панă. Çĕнĕ кĕнекесем туянма 47 миллион тенкĕ ытла уйăрнă пулнă. Дмитрий Захаров Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева çакăншăн тав тунă.

Çĕнĕ кĕнекесем Раççей Федерацийĕн стандарчĕсемпе килĕшсе тăраççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 9-мĕш тата 10-мĕш классенче вĕренекенсене те обществознани предмечĕ-пе патшалăх учебникĕсемпе тивĕçтерĕç.

Вĕренÿре кирлĕ кĕнекесене çĕнетни - шкулсене аталантарас ĕçе тивĕçлĕ туса пынин кăтартăвĕ. Фондсене малашне те пуянлатĕç, çав шутра пуçламăш шкулсем валли те.

Вĕренÿ çулĕнче кирлĕ кĕнеке шкулăн тĕп никĕсĕ пулса тăрать. Учитель урока мĕнле йĕркелесе ирттересси тата вĕренекен материала çăмăллăнах ăнланса илесси унран нумай килет

А. ГОЛИЦЫН.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники