Çурхи сасăсем

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 03.07.2026, 10:18 Просмотров: 119

Чăваш халăх поэчĕн ятне чи малтан тивĕçнĕ Николай Полоруссов-Шелепи (1881-1945) çуралнăранпа кăçал 145 çул çитрĕ. Вăл 1881 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Чистай уесĕнчи (халĕ Тутар Республикинчи Аксу районĕ) Çĕнĕ Ÿселте çуралнă.

Октябрь революцийĕччен халăх шкулĕнче учительте ĕçленĕ. 1903-1905 çулсенчех сăвăсем шăрçаланă, чăваш халăх юррисене пухнă. 1906 çулта «Хыпар» хаçатра унăн «Раççей» тата «Çĕлен» сăввисем кун çути курнă, 1922 çулта Н. Шелепи Шупашкара куçса килнĕ, литература ĕçне пикеннĕ. Поэт ачасем валли те чылай хайлав çырнă. Вĕсене кĕнекепе кăларнă: «Кушакпа автан», «Ача-пăча сăввисем», «Сăвăсемпе юрăсем», «Тискер кайăксем», «Пирĕн юрă» тата ытти те. Николай Иванович 1945 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Çыравçă çуралнăранпа 145 çул çитнĕ тĕле Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Çурхи сасăсем. Весенние голоса» кăларăмĕ (тиражĕ - 1520 экземпляр) тухрĕ. Кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕскерне авторăн 1936 çулта пичетленнĕ хайлав пуххинчи сăввисем кĕнĕ. Вырăсла вĕсене Лев Коробов поэт тата прозаик куçарнă. Редакторĕ - Надежда Вечеркина. Светлана Бритвина художникăн хÿхĕм ÿкерчĕкĕсем сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççĕ, пĕчĕк вулакансене тÿрех илĕртеççĕ.

Николай Шелепин сăввисем уçă кăмăллăхĕпе, чĕрĕлĕхĕпе палăрса тăраççĕ. Вĕсенче поэт XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи ачасен пурнăçне сăнласа панă. Çавна май кунта Ленин çулĕпе утакан пионерсем те («Телейлĕ ачасем»), акари колхозниксем те («Тăри юрри»), колхоз хирĕ-сачĕпе тырри-пулли те («Ушкăн шăнкăрчă», «Çуркунне», «Сар кайăк», «Панулми чечекĕ», «Пыл хурчĕсен юрри») тĕл пулаççĕ.

Çутçанталăк ÿкерчĕкĕсене, тискер чĕрчунсен тата кайăк-кĕшĕк тĕнчине автор асра юлмалла калăпланă. Унăн хайлавĕсенче çуркунне те чĕрĕ сăнар пек тухса тăрать - хирсене лăпка-лăпка хĕл ыйхинчен вăратать («Вĕçсе килчĕ çуркунне»). Пур йывăçран маларах чечеке ларакан, шурă кăчкă кăларакан çÿçе те этем чĕлхипе калаçать – халтан кайнă пыл хуртне чĕртсе тăратать («Çÿçе»). Тăван тавралăх хĕл ыйхинчен вăраннă тапхăра уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă сăвăç.Çутçанталăк чĕрĕлĕвĕ ăна чăннипех хавхалантарни сисĕнет. Кĕнекепе паллашсан пыл хурчĕсем мĕн каласа юрланине те, хĕвелçаврăнăш мĕне мухтанине те пĕлме пулать.

Кăларăмра кашкăрпа тилĕ тус, чĕкеçпе шăпчăк тата курăк хăйсем çинчен пĕрремĕш сăпатран каласа параççĕ.Çавăнпа вĕсем çинчен çырнă сăвăсем тата интереслĕрех янăраççĕ, сăнарлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Тĕрĕслĕхе ачасенчен пытарса тăмасть автор, мĕнле пур, çапла илсе парать.

О. АВСТРИЙСКАЯ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники