Мăшăрсен историйĕ – республика историйĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 09.10.2026, 13:21 Просмотров: 17

Октябрĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 9-мĕшĕччен Хусанта Раççей Федерацийĕнчи субъектсен ĕç тăвакан влаçĕн ЗАГС органĕсен ертÿçисен Пĕтĕм Раççейри канашлăвĕ иртет. Ун хыççăн Тутарстан Республикинчи тĕрлĕ районсенчен пынă 45 мăшăр пĕр çемьене пĕрлешет.

Çак мероприяти вăхăтĕнче туйпа çыхăннă мĕнпур йăла-йĕркене çирĕп пăхăннă: çамрăк мăшăрсем пурте пĕрле пĕр харăс «Килĕшетĕп» тесе каланă, пулас упăшкисем арăмĕсене çĕрĕсем тăхăнтартнă тата çамрăк çемьен пĕрремĕш ташшине ташланă. Ку вăл чăннипех те юрату та пуласлăха шаннине çирĕплетекен уяв пулнă.

Канашлăва Чăваш Республикин юстици ĕçĕсен Патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов хутшăннă.

«Çемье институтне çирĕплетесси, йăлана кĕнĕ хаклăхсене (ăрусен астăвăмне) упраса хăварасси - шăпах çакă паян ЗАГС органĕсен ĕçĕнче тĕп вырăнта. Хусанта ирттернĕ уяв çемье обществăн никĕсĕ пулнине тата малашне те çавăн пекех пулса юлнине кăтартса параççĕ, эпир вара ку ырă йăлана аталантарас тĕлĕшпе малалла ĕçлетпĕр», - палăртнă Чăваш Ен юстици ĕçĕсен Патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники