Хăвăрт тата меллĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 09.10.2026, 13:23 Просмотров: 17

Çĕнĕ Шупашкарти ЗАГС пайĕнче кăçал çулталăк пуçланнăранпа 700-мĕш пепке çуралнине шута илнĕ. Арçын ача сентябрĕн 21-мĕшĕнче кун çути курнă. Ăна Лев ят панă. Вырăсларан куçарсан «чĕрчунсен патши» тенине пĕлтерет.

ЗАГСра ĕçлекенсем унăн амăшне Алина Андреевăна ача çуратнă ятпа ăшшăн саламланă. Ăна ывăлĕн пурнăçĕнчи пĕрремĕш документ - çурални çинчен калакан свидетельство туса панă. Левăн çиччĕри аппăшĕ пĕчĕк шăллĕне курсан питĕ савăннă, вăл çак куна чăтайми кĕтнĕ.

Алина мĕнпур документа Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче «Ача çурални» суперсервисра шутлă вăхăтра илме пултарнă. Çак сервис ЗАГСа каймасăрах пĕчĕк пепке тĕлĕшпе кирлĕ документсене тÿрех хатĕрлеме май парать.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники