Пире пĕрлештерекен, пĕр сĕтел хушшине пухакан апат-çимĕç - ăшă сĕт, тин хатĕрленĕ чăкăт, çăра хăйма. Çаксене пурне те хамăр патра, Чăваш Республикинче туса кăларсан тем пекех аван.
Кăçал 9 уйăхра Чăваш Енре 393 пин тонна сĕт тата 415 миллион çăмарта туса илнĕ. Республика - ытлă-çитлĕ, унăн халăхĕ тутă тата кăмăллă пултăр тесе тăрăшнине çирĕплетет çакă. Цифрăсем чылай хуçалăх ăнăçлă ĕçленине кăтартса параççĕ. Çав шутра «ЧебоМилк» ОООна, «Куснар» Агрофирмăна, «Чурачикское» тата «Вурнарский мясокомбинат» акционерсен обществисене асăнмалла. Шăпах ĕнтĕ вĕсем сĕт суса илессипе республикăра малта пыраççĕ.
Патшалăх пулăшни хуçалăхсене кал-кал ĕçлесе пыма хавхалантарать. Чăваш Ен вице-премьерĕ - ялхуçалăх министрĕ Андрей Макушев палăртнă тăрăх, патшалăх тăтăшах пулăшнипе вĕсем çакăн пек кăтартусем тума пултарнă. 2026 çулта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе аталантарма 980 миллион тенкĕ ытла уйăрса пама пăхнă. Тĕп çул-йĕр - харпăр хăй вăйĕпе сĕт туса илекен хуçалăхсене пулăшасси. Ку тĕллевпе 620 миллион тенкĕ уйăрнă.
«Эпир пĕр вырăнта тăмастпăр, партин «Раççей ялĕ» проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме хамăр тÿпене хыватпăр. Ку вăл - чăннипех те пĕтĕмĕшле ĕç!» - тенĕ вăл.
Октябрь 2026 |
