Ял халăхĕн сывлăхĕн хуралĕнче

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 23.10.2026, 13:41 Просмотров: 17

Чăваш Енри Хĕрарăмсен кунĕнче регионти «Ял управçи» премие çĕнсе илнисене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Мероприятие пирĕн округ делегацийĕ те хутшăнчĕ. Унăн йышĕнче муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков, хĕрарăмсен юхăмĕн хастарĕсем пулчĕç.

Уявра пирĕн округри Роза Елехина «Шанчăклă тĕрев» номинацире тивĕçлĕ награда илчĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне халăх сывлăхне сыхлассипе çыхăнтарнă, 40 çул ытла медицинăра тăрăшать. 2024 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа Роза Николаевна Куславкка муниципаллă округĕн Криушри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ шутланать. Ун умĕн вăл Мари Эл Республикин Звенигово хулинче сывлăх хуралĕнче ĕçленĕ.

Мĕнле профессине суйласа илессине Роза шкулта вĕреннĕ чухнех пĕлсе тăнă. «Эпĕ пĕчĕккĕ чухне иккĕмĕш сыпăкри аппа Мария ĕçлекен фельдшерпа акушер пунктне час-часах çÿреттĕм. Кÿршĕре пурăнакан, районти тĕп больницăра васкавлă пулăшура тăрăшакан Надеждăран та ырă тĕслĕх илтĕм. Вĕсем мана пулас профессие суйласа илме пулăшрĕç. Фельдшерпа акушер пунктне хаваспах çÿреттĕм, вĕсем халăха мĕнле йышăннине, сиплеме тăрăшнине сехечĕ-сехечĕпе пăхса ларма юрататтăм», - аса илет Роза Елехина.

Роза Николаевна Патăръел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтерсен алла аттестат илнĕ те Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан ăна Улатăр хулине васкавлă пулăшу станцине ĕçлеме янă. Вăл çавăн пекех Мари Эл Республикин Звенигово хулин больницинче 17 çул ытла рентгенлаборант пулса тăрăшнă. Куславкка муниципаллă округне куçса киличчен 10 çула яхăн Шупашкарта Хулари 1-мĕш клиника больницинче ĕçленĕ. Унтан «Земство фельдшерĕ» программăпа килĕшÿллĕн 2024 çулхи май уйăхĕнче пирĕн районти И. Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăна ĕçе вырнаçнă.

Криушри фельдшерпа акушер пункчĕ çак ялта пурăнакан 110 çынна медицина пулăшăвĕ парать. Çуллахи вăхăтра пациентсен йышĕ самаях ÿсет. Районти ытти ФАПсенчи пекех, кунта та чир-чĕр сарăлассине хирĕç тĕллевлĕ кĕрешеççĕ: медицина тĕрĕслевĕсем, çитĕннĕ çынсем тĕлĕшпе диспансеризаци ирттереççĕ. Тĕрлĕ анализсем илеççĕ, тухтăрсем патне кайиччен халăха пулăшу параççĕ, çавăн пекех кирлĕ чухне ансăр специалистсемпе республикăри медицина центрĕсенчи тухтăрсемпе телемедицина мелĕпе консультацисем ирттереççĕ.

Роза Николаевна Криушри клубра йога секцине йĕркеленĕ. Ялта пурăнакан, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çынсем çав занятисене хаваспах çÿреççĕ. Роза Елехина хăйĕн ĕмĕт-тĕллевне пытармасть - вăл конкурсра çĕнтернĕ хыççăн йогăпа занятисем ирттерме меллĕ пĕчĕк кавирсем туянасшăн.

«Чăваш Енри «Ял управçи» регионти преми - яллă территорисене, вырăнти самоуправленине аталантарас, авалтан пыракан йăла-йĕркене упраса хăварас тĕлĕшпе ырми-канми ĕçлекен хастар хĕрарăмсене пулăшмалли тата хавхалантармалли пуçару.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники