Çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр!

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 23.10.2026, 13:44 Просмотров: 18

Октябрĕн 16-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти çăмăл атлетика манежĕнче 2014 тата 2015 çулсенче çуралнă ачасен республикăри ăмăртăвĕсем иртрĕç.

Ку вăл çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш старт пулчĕ. Унта пирĕн республикăри тĕрлĕ кĕтесри 100 ытла çăмăл атлет хутшăнчĕ. 2014 тата 2015 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем 60 тата 300 метра чупрĕç, аслă ушкăнри спортсменсем тăршшĕне тата çÿ-ллĕшне сикессипе ăмăртрĕç.

Палăртма кăмăллă, Куславккари çăмăл атлетсем республикăри ăмăртусенче яланхи пекех лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Вĕсем 7 медаль çĕнсе илчĕç: 3 - ылтăн, 1 - кĕмĕл тата 3 - пăхăр. Çак ăмăртусенче 2014 çулта çуралнисем хушшинче Антон Михайлов (тренерĕ Н. Сергеева) уйрăмах палăрчĕ. Вăл 300 метра чупассипе ылтăн медаль çĕнсе илчĕ, чупса пырса тăршшĕне сикессипе - кĕмĕл тата 60 метра чупассипе пăхăр медальсем илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Пирĕн хĕрсем те каччăсенчен кая юлмарĕç. 2014 çулта çуралнă хĕрачасенчен чупса пырса тăршшĕне сикессипе Алиса Людкова (тренерĕ Н. Никонова) çĕнтерчĕ, ылтăн медаль илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Куславкка округĕн суйласа пухнă командинчи çулĕсемпе кĕçĕн çăмăл атлетсем те лайăх кăтартусем кăтартрĕç. 2015 çулта çуралнă хĕрачасем хушшинче Ясмина Ярухинăна (тренерĕ Николай Чернов) палăртса хăвармалла. Вăл 300 метра питĕ хăвăрт чупса тухса - ылтăн, 60 метрлă дистанцире спринтерсен чупăвĕнче пăхăр медальсем çĕнсе илчĕ. 300 метра чупассипе 2015 çулта çуралнă арçын ачасенчен Дмитрий Захаров виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Н. СЕРГЕЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники