Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи управленийĕ кăçалхи майăн 29-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 15-мĕшĕччен хамăр патра туса илнĕ, ытти регионсене, тĕслĕхрен, Тутарстана, Чулхулапа Киров облаçĕсене яма хатĕрленĕ 141 пин штук ешĕл çимĕçе тĕрĕсленĕ. Лабораторири тĕрĕслевсем пурте йĕркеллĕ пулнине çирĕплетсе панă.
Октябрĕн 2-9-мĕшĕсенче Управлени специалисчĕсем Тутарстан Республикине ăсатма хатĕ-рленĕ 29,6 пин штук ешĕл çимĕç (укроп, базилик, петрушка, кинза тата ытти те) тĕлĕшпе тĕрĕслевсем ирттернĕ. Продукци фитосанитари нормине тивĕçтерни пирки актсем çырнă. Унăн хăшпĕр тĕсĕсене «Выльăхсен сывлăхне сыхлакан федераллă центр» бюджет учрежденин лабораторийĕнче тĕрĕслеме ăсатнă пулнă. Экспертизăсем сиенлĕ хутăшсем тупса палăртман.
Фитосанитари тĕлĕшпе хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе Россельхознадзор управленийĕ çакнашкал тĕрĕслевсене малашне те ирттерĕ.
Октябрь 2026 |
