Беларуç Республикинчен турттарнă

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 23.10.2026, 13:46 Просмотров: 19

Кăçал январĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 14-мĕшĕчченхи тапхăрта Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи управленийĕ Беларуç Республикинчен сăра тума турттарса килнĕ салатăн 6 ушкăнне тĕрĕсленĕ, унăн пĕтĕмĕшле виçи пурĕ 351 тоннăпа танлашнă. Фитосанитари тĕрĕслевне пĕтĕмлетсе тивĕçлĕ актсем çырнă.

Октябрĕн 12-мĕшĕнче «Букет Чувашии» акционер обществи ыйтнипе черетлĕ тĕрĕслев ирттернĕ. Çав кун предприятие Беларусь Республикинчен автомашинăпа каллех 21 тонна сăра тумалли салат турттарса килнĕ.

Управленин патшалăх инспекторĕ «Выльăхсен сывлăхне сыхлакан федераллă центр» бюджет учрежденин лаборатори специалисчĕпе продукцие тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Вăл мĕнле шайра пулнине палăртнă хыççăн ун тĕлĕшпе фитосанитари тĕрĕслевне тивĕçтерни çинчен акт çырнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники