Китайра хаваспах туянаççĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 23.10.2026, 13:47 Просмотров: 17

Китайра Чăваш Республикинче суса илекен сĕте сутаççĕ. Нумаях пулмасть Тяньцзинь хулине «Ял картишĕ» («Деревенский дворик») туса кăларнă 18 паллет ĕне тата качака сĕчĕсене ăсатнă. Вĕсене унта Раççейре туса кăларнине палăртса сутаççĕ.

Сĕте Китая ăсатма Чăваш Республикинчи экспорта пулăшакан центр хавхалантарнă. Китай рынокне тухни предприятие тупăша ÿстерме май парать.

Палăртмалла, «Ял картишĕ» предприяти Раççейре Ази çĕршывне качака сĕтне ăсатма официаллă йĕркепе ирĕк илнĕ пĕрремĕш хуçалăх шутланать. 2025 çулта кооператив продукцийĕ Китайри CIFER системăра палăрнă. Халĕ вĕсем унта 2030 çулчченех сĕт ăсатма пултараççĕ. Ку ĕне, качака сĕтне тата сĕтрен хатĕрленĕ коктейльсене те пырса тивет.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники