Чăваш автономийĕн аталанăвĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.06.2025, 13:55 Просмотров: 41

2. Ревком

2025 çул – пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă çул. Кăçал эпир Чăваш автономине туса хунăранпа 105 çул çитнине паллă тăватпăр. Мĕнлерех пулса иртнĕ-ха çак историллĕ пулăм?

Чăваш патшалăхĕ Раççей йышĕнче, тĕпрен илсен, 1917 çулта аталанма пуçланнă. Тепĕр çулталăкран, 1918 çулта, рабочисемпе хресченсен съездĕнче чăваш халăхĕ валли официаллă майпа автономлă административлă единица туса хума сĕннĕ. Чăваш автономине аталантарас ĕçре чăвашсен паллă политикĕн Даниил Семенович Эльменĕн тÿпи пысăк. Вăл 1919 çулта Хусанта чăваш коммунисчĕсен пухăвĕнче тухса калани историре татăклă утăмпа палăрса тăрать. Эльмень наци интеллигенцине РСФСРти И.В. Сталин ертсе пынă Нацисен ĕçĕпе ĕçлекен халăх комиссариачĕ çумĕнчи Чăваш пайĕн ĕçне хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă. Ку вара автономи туса хурассишĕн пыракан юхăма тĕллевлĕрех йĕркелеме хавхалантарнă.

1920 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Чăваш пайĕ Нацисен ĕçĕпе ĕçлекен халăх комиссариатне ятарлă докладпа тухнă, унта тĕп влаçа пăхăнса тăракан кĕпĕрне прависемпе тивĕçтернĕ административлă единица – Чăваш ĕçлев коммуни туса хурас ыйтăва официаллă майпа çĕкленĕ. Эльмень ертсе пынипе хатĕрленĕ çак проектра чăвашсем йышлă пурăнакан Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисен территорийĕсене пĕрлештерме палăртнă.1920 çулхи февральте чăваш коммунисчĕсен Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш съезчĕ пухăннă, унта совет автономине йĕркелес ыйтăва тĕплĕн сÿтсе явнă та маларах асăннă проекта ырласа йышăннă. Çав çулах июнĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ĕç тăвакан тĕп комитет ?ВЦИК% тата РСФСР Совнаркомĕ историе кĕрсе юлнă декрета – «Автономлă Чăваш облаçĕ çинчен» ыйтăва тишкернĕ хыççăн Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне уесĕсенчен чăвашсене пĕрлештерекен пĕр административлă территори туса хума йышăннă. Çав кунах Чăваш автономине йĕркелес ĕçе пурнăçлама Д. Эльмень ертсе пыракан ревкома (революцилле комитета) шанса панă. 1920 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче коммунистсен партийĕн Тĕп комитечĕ чăваш халăхĕн автономийĕн формине палăртнă – Чăваш облаçĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче вара чăваш коммунисчĕсем çине тăрса пысăк калăпăшлă ĕçсем тунă хыççăн «Чăваш облаçĕн автономийĕ çинчен» декрета йышăннă, ăна Совнарком Председателĕ В.И. Ленин, ВЦИК Председателĕ М.И.Калинин тата секретарĕ А.С. Енукидзе алă пусса çирĕплетнĕ.

Тин кăна туса хунă Чăваш облаçĕн центрĕ пулма Шупашкар хулине суйласа илнĕ. Область йышне Хусан кĕпĕрнин Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне уесĕсем, Чĕмпĕр кĕпĕрнин Буинск вулăсĕн тата Кăрмăш уесĕн, Хусан кĕпĕрнин Козьмодемьянск уесĕн хăшпĕр пайĕсем кĕнĕ.

Тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм Чăваш облаçĕнчен Чăваш АССРĕ туса хунипе çыхăннă. Ку вăл регион статусне ÿс- тернине пĕлтернĕ. 1925 çулта республика йышне Улатăр хулине кĕртнĕ, ку та территорие пысăклатма пулăшнă. Çак статус 1990 çулччен, перестройка условийĕсенче Чăваш АССРĕ- нчен малтанах Чăваш Социализмлă Совет Республики, унтан Раççей Федерацийĕн йышĕнчи Чăваш Республики туса хуриччен упраннă.

Хальхи Чăваш çĕршывĕн политикăри аталанăвĕ пирки 1993 çулхи декабрьте пĕрремĕш хут Президент суйлавĕ ирттернĕ чухне калаçма пуçланă. 1993 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче Николай Васильевич Федорова Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ пулма суйланă. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене 1994 çулта пурнăçлама пуçăннă. Çав çулах июнĕн 21-мĕшĕнче саккунсем йышăнакан çĕнĕ орган – Патшалăх Канашĕ ĕçлеме тытăннă. Ку вара чăваш патшалăхĕн аталанăвĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнине пĕлтернĕ. 2010 çулта Чăваш Енĕн иккĕмĕш Президенчĕ Михаил Васильевич Игнатьев пулса тăнă, 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республика ертÿçин должноçне «Президент» мар, «Пуçлăх» тесе палăртма йышăннă.

Чăваш патшалăх кунне уявласси çинчен пуçласа Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В. Федоровăн 1995 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче йышăннă саккунĕнче каланă. Раççей Федерацийĕн пĕр тан праваллă субъекчĕ шутланнă май, Раççей Конституцийĕпе килĕшÿллĕн паян Чăваш Республики патшалăхăн мĕнпур тĕп паллипе (атрибучĕпе) усă курать. 1990 çулта чăваш чĕлхине вырăс чĕлхи пекех патшалăх чĕлхи тесе йышăннă, ку вара регионта пурăнакансен хăйне евĕрлĕхне упраса хăварма май парать.

А. КОНСТАНТИНОВА,

Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕн тĕп архивисчĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники