Куславккари тапакпа махорка хатĕрлекен «Свободный крестьянин» ятлă фабрика пекех, çак предприятине, çавăн пекех Кармăшри тир-сăран заводне тата Элменкассинчи çилĕм (клей) заводне халĕ 70-90 çулсенчи ватăсем те астумаççĕ пулĕ. Вĕсем нумай çул ĕçлеймен, çавăнпа патшалăх архивĕсенче кăна упранса юлнă.
Куславккари кофе заводне 1921 çулта уçнă пулнă, вăл Софрон Тимофеевич Забродин купсан 18-мĕш номерлĕ арманĕнче вырнаçнă, икĕ барабанран тата икĕ кăмакаран тăнă. Çак пĕчĕк завода Куславккара пурăнакансем ыйтнипе Хусанти ăстаçăсем туса панă.
Кофене, тĕпрен илсен, Шупашкар уесĕн ытти вулăсĕсенче ÿстернĕ урпаран авăртнă. Ăна çавăн пекех сĕлĕрен те, йĕкелпе шăланран та тунă. Çавна май пĕр пăт сĕлĕрен 25 кĕрепенке, шăланпа йĕкелрен 28 кĕрепенкене яхăн хатĕр кофе тухнă.
Кофен пĕрремĕш тĕслĕхĕ 1921 çулхи июльте хатĕр пулнă, ăна тутанса пăхмашкăн тесе Шупашкара 120 пăт таран ăсатнă. Специалистсем каланă тăрăх, унăн пахалăхĕ аван пулнă.Часах Куславккара авăртакан кофене Атăл тăрăхĕнчи ытти хуласенче те ĕçме пуçланă. Анчах та тĕп чĕртавар – урпа çитсе пыман. Çавăнпа завод умĕнче пысăк йывăрлăхсем сиксе тухнă. Патшалăх планĕпе килĕшÿллĕн унпа Куславккари тата Сĕнтĕ-рвăрринчи хатĕрлев кантурĕсем тивĕçтермелле пулнă. 1925 çулта вĕсенчен 600-шар пăт урпа тиесе пынă. Ку вара чĕртаварăн кирлĕ шайĕн çурри çеç пулнă.
Заводăн пĕрремĕш заведующийĕ пулса И. Халиков ĕçленĕ, ун хыççăн тепĕр виçĕ çултан – Васильев. Анчах та вăл нумай ĕçлеймен. 1926 çулта урпа çитменнине тата тупăш парайманнине кура завода хупнă.
Июнь 2025 |