Хамăр хаçатăн иртнĕ номерĕнче кăна-ха эпир Куславккара пурăнакан 60 çулти хĕрарăм хвааттерне сутнă укçине ултавçăсене куçарса пани çинчен çырнăччĕ. Ку кăна мар-ха, вăл ăна палламан çынсене парас тесе Хусана çитнĕ пулнă.
Йĕпреç округĕнчи медсестра та ултавçăсене 3 миллион тенкĕ ытла куçарса панă. Ун патне «больницăн тĕп тухтăрĕ» шăнкăравланă, кĕçех унпа ФСБ ĕçченĕ çыхăнассине пĕлтернĕ. Кăштахран чăнах та «ятарлă службăран» шăнкăрав çитнĕ. Хайхискер каланă тăрăх, хĕрарăм ячĕпе такам Украина çарĕсене куçарса пама кредит илнĕ. Ку ĕçе чарса лартма часрах пĕтĕм укçине «шанчăклă» счет çине куçарма хушнă.
Хĕрарăм çапла тунă та, машинине те сутнă, тăванĕсемпе ĕçтешĕсенчен те кивçен ыйтнă. Унтан палламан çынна пĕтĕмпе 3 миллион тенкĕ ытла куçарса панă. Çитменнине тата ултавçă хушнипе çĕнĕ телефон туяннă, мĕн çырнине хуратнă, укçа куçарма кÿршĕ хулана кайса килнĕ.
Хăйне улталанине вăл виççĕмĕш кунхине кăна ăнланнă.
Декабрь 2025 |
