Йытă та вăрлать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.01.2026, 13:31 Просмотров: 19

Чăваш Енре полици ĕçченĕсем хĕрарăма «вăрланă» сумккине тупма пулăшнă. Япалисем пурте вырăнтах пулнă, нимĕн те çухалман, çав шутра шăнтнă котлетсем те, «вăрра» çавсем илĕртнĕ пулмалла.

Январĕн 12-мĕшĕнче каçхине Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайне округра пурăнакан 57 çулхи хĕрарăмăн укçа тата документсем хунă сумккине вăрлани çинчен пĕлтернĕ. Вăл Кивĕ Тĕрлемес ялĕнчи магазин патĕнче тăнă чухне сумккине кăштах вăхăтлăха кăна хурса хăварнă, каялла таврăнсан лешĕ вырăнта çуккине асăрханă.

Полицин территори пайĕн аслă следователĕ Алена Аристархова хĕрарăмăн сумккинче юлнă телефон номерĕпе тăтăшах шăнкăравланă. Шăнкăрав сассине магазинпа кÿршĕллĕ урамра пурăнакан арçын илтнĕ. Вăл хăйĕн машини çывăхĕнчи юра тасатма тухнă пулнă, ют çын сумккине асăрханă. Тĕлĕнмелле те, ун çинче йытă шăлĕсен йĕрне асăрханă. Килти чĕрчуна шăнтнă котлетсен шăрши илĕртнĕ пулмалла, анчах та «вăрă» вĕсене уçса илеймен. Сумккăри документсем те, укçа-тенкĕ те тĕрĕс-тĕкелех пулнă, нимĕн те çухалман.

Йĕрке хуралçисем республикăра пурăнакансене тата Чăваш Ен хăнисене харпăр хăй япалисемпе тимлĕрех пулма ыйтаççĕ, тесе пĕлтернĕ Шалти Ĕçсен министерствин телеграмм-каналĕнче.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники