Виççĕрен пуçласа ултă уйăх таранччен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2026, 14:43 Просмотров: 65

Харпăрлăх правипе çыхăннă документсене Росреестрта шута илессине мĕншĕн чарса лартма пултараççĕ/ Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕнче учетпа регистраци ĕçне чарса лартнин сăлтавĕсене тишкерсе тухнă хыççăн тĕп сăлтавсенчен пиллĕкĕшне асăнчĕç.

Пĕрремĕшĕ - çĕр лаптăкĕн чиккисем ăçта вырнаçнине палăртманни (çĕр лаптăкĕн чиккисем паллă мар, çĕр лаптăкне виçмен тĕслĕхсем).

Иккĕмĕшĕ - çĕр виçевĕнчи çитменлĕхсем (чикĕсене тĕрĕс палăртманни, вĕсем ытти çĕр лаптăкĕсемпе, ял чиккисемпе каçса (пĕрлешсе) кайни).

Виççĕмĕшĕ - куçман пурлăх объекчĕсемпе ĕçленĕ тĕслĕхсем (калаçса татăлни, ипотека илме хатĕрленни...).

Тăваттăмĕшĕ - регистрациленĕ право е куçман пурлăхăн унччен шута илнĕ объекчĕсем пирки сведенисем çукки (кун пек тĕслĕхсенче правăна Росреестрта регистрацилеменни, харпăрлăх хуçисен ăна çирĕ-плетекен ĕлĕкхи документсем кăна алăра пулни паллă).

Пиллĕкмĕшĕ - суд йышăнăвĕ, ăна тĕпе хурса правăна регистрацилесшĕн, анчах та вăл саккунлă вăя кĕме е ăна суд çирĕплетсе пама ĕлкĕ-реймен пулсан.

Росреестрта регистрацие граждансен заявленийĕпе ултă уйăх е шута илекен (регистратор) йышăннипе виçĕ уйăх таран чарса лартма пултараççĕ.

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕнче аса илтереççĕ: тивĕçлĕ документсем тăратиччен малтан МФЦри специалистсемпе е Росреестрта ĕçлекенсемпе канашласа пăхма пулать.

М. ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники