Укçа вăрласа пуяс тенĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2026, 15:42 Просмотров: 20

Куславкка муниципаллă округĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă арçыннăн тăлăха юлнă арăмне икĕ хутчен çаратнă çынна айăпланă, колоние ямалла тунă.

Чăваш Республикин Прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, суд сакки çине лекнĕ арçын упăшки СВОра вилнĕ хĕрарăмăн 600 пине яхăн укçине вăрланă. Куншăн ăна Раççей Федерацийĕн Уголовнă Кодексĕн 158-мĕш статйин 3-мĕш пайĕн «в», «г» тата 2-мĕш пайĕн «в» пункчĕсенче пăхнă преступленисене (çарату) тунă тесе айăплаççĕ.

Усал шухăшлă арçын хăйĕн пĕлĕшĕ - упăшки ятарлă çар операцийĕнче вилнĕ хĕрарăм патĕнче хваттерте пулнă. Лешĕ тимлĕхне çухатнипе усă курса, вăл унăн мобиллĕ телефонĕпе хăйĕн банкри счечĕ çине 500 пин ытла куçарма ĕлкĕрнĕ. Тепĕр кунхине арçын каллех хĕрарăм патне пынă, куçĕ тĕлне лекнĕ 96 пин тенкĕне çаратнă.

Суд ларăвĕнче арçын хăйĕн айăпне йышăннă, вăрланă укçан пĕр пайне хĕрарăма тавăрса панă. Прокуратура унăн шухăш-кăмăлне тата айăплă çын хăйне мĕнле тытнине, вăл пĕр хутчен çеç мар саккуна пăснине шута илсе, суд ăна 4 çуллăха ирĕкрен хăтарма, юсанмашкăн уйрăм режимлă колоние яма йышăннă.

Суд çавăн пекех район прокуратурин тавăçне тивĕçтернĕ, вăрланă укçана СВОра вилнĕ арçыннăн тăлăх арăмне пĕтĕмпех тавăрса памалла тунă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники