Пушар тухас хăрушлăх пысăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.04.2026, 15:07 Просмотров: 21

Ăшă та типĕ çанталăк çывхарнине пула пушарпа кĕрешекен подразделенисенче тăрăшакансемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланачĕ. Типĕ курăка чĕртсе яма юраманни пирки час-часах асăрхаттараççĕ пулин те çынсем çакна хăлхана чикесшĕнех мар.

Чăваш Енри пĕрремĕш инкек Куславкка округĕнчи Елчĕк ялĕ çывăхĕнче апрелĕн 12-мĕшĕнче кăнтăрла сиксе тухнă - уй-хирте типĕ курăк çуннă. Вут-çулăм шутлă вăхăтрах 2000 тăваткал метрта алхасма ĕлкĕрнĕ.

Чăваш Республикин Чрезвычайлă лару-тăру министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, пушара часах сÿнтернĕ, нумай шар кÿ- ме паман. Малтан палăртнă тăрăх, çакăн сăлтавне вут-çулăмпа асăрхануллă пулманнипе çыхăнтараççĕ. Çавăнпа хăрушлăх пысăк тапхăрта кунашкал инкексем татах та пулма пултараççĕ. Ун пек ан пултăр тесен, çÿп-çапа тата типĕ курăка çунтармалла мар, сÿнмен шăрпăк пĕрчине, пирус тĕпĕсене ятарласа уйăрнă вырăнта çеç пăрахмалла, мĕншĕн тесен типĕ курăка çулăм часах хыпса илет, çиле пула вăл чылай аякка саланма пултарать. Ытларах чухне сад-пахчасене тирпейлекенсем, вăрман хĕррисенче кăвайт чĕртекенсем çакă пысăк инкек патне илсе çитересси пирки шухăшласах каймаççĕ.

Аса илтерер: апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пушара хирĕç кĕрешмелли йĕрке вăйра тăрать. Çак тапхăрта вăрманта, ун çывăхĕнче кăвайт чĕртме, типĕ курăк çунтарма юрамасть.

А. ГОЛИЦЫН.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники