Тĕлĕнмелле ыйту теме пултаратăр эсир. Анчах та харпăр хăй çурчĕпе пурăнакансенчен хăшĕ-пĕрисене те интереслентерет иккен вăл.
Шухăшласа пăхăр-ха: çын çурт туса лартнă, укçа-тенкĕ нумай тăкакланă, унта темиçе çул хушши пурăнать. Анчах та кĕтмен çĕртен документсенче çак пÿрте ниçта та асăнманни, Росреестрта шута илменни палăрать. Чăннипех те тĕлĕнмелле вĕт. Пирĕн çĕршывра хăйĕн вăйĕпе уйрăм çурт туса лартнисенчен нумайăшĕ çапла пурăнать.
Кун пек лару-тăрăва лекес мар тесен, харпăрлăха Росреестрта тăратмалла, ăна официаллă майпа шута илнине документпа çирĕ-плетсе памалла.
Çурта саккунпа килĕшÿллĕн шута илни унăн хуçине мĕн парать-ха? Росреестрта саккунлă майпа шута илнĕ çурт - ку вăл харпăрлăх правине хÿтĕлени, çавăнпа ку çурт сирĕн мар тесе никам та сирĕнпе тавлашма пултараймасть. Эсир ăна сутма, хуть те кама парнелеме пултаратăр. Тĕрĕслевçĕсем пырса тухсан та сире никам та айăплама пултараймасть. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан çуртшăн сире компенсаци пама пултараççĕ. Сăмах май каласан, сирĕн çĕр лаптăкне патшалăх нуши валли илес пулсан Росреестрта шута илмен çуртшăн компенсаци памаççĕ. Пурлăха саклата хурса ипотека е кредит илесси пирки те ан ĕмĕтленĕр. Çурт çĕнĕ пулсан эсир ăна мĕнпур коммуникаципе (газ, шыв тата ытти те) çыхăнтарма пултаратăр. 2025 çулхи мартăн 25-мĕшĕнчен пуçласа пурлăха «Туса лартнă - шута илме тăрат» принцип вăйра.
Çĕнĕ çуртсемпе, сооруженисемпе объекта кадастр учетне тăратнă, унпа усă курмалли правăна куçман пурлăхăн Пĕрлехи патшалăх реестрĕнче шута илнĕ хыççăн кăна усă курма пулать. Ку йĕрке харпăр хăйĕн пурăнмалли çурчĕсене те пырса тивет. Кунсăрăн объекта коммуникацисемпе çыхăнтарма юрамасть. Пĕр сăмахпа каласан, правăна тĕрĕс шута илни - сирĕн хÿтлĕх, ыранхи кун сирĕн çуртпа мĕн пуласси те сире хăратмасть.
М. ИВАНОВА.
Июль 2026 |
