Июнĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çав шутра Куславкка округĕнче те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Пирĕн патра Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи – тĕп çурт-йĕр инспекторĕ Виктор Кочетков пулчĕ. Муниципалитет пуçлăхĕпе Алексей Людковпа пĕрле вăл чи малтанах хулари «Атăл» спорт шкулĕнче ĕçлекенсемпе, унтан Карач территори пайне кĕрекен Илепарти çĕнĕ Культура çуртне пухăннă халăхпа тĕл пулса калаçрĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕнче сÿтсе явма ку хутĕнче икĕ тема сĕннĕччĕ: «Чăваш Ене – 105 çул. Йăла-йĕркене упраса хăварса 2020-2025 çулсенче малашлăха ăнтăлатпăр» тата Республика Кунне уявланипе çыхăннă мероприятисем çинчен.
Июнĕн 18-мĕшĕнче округри Карач, Тĕмшер, Кармăш, Пăрмас, Энтри Пасар территори пайĕсенче 4 информушкăн ĕçлерĕ. Муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – Куславкка муниципаллă округ администрацийĕн территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен управленийĕн начальникĕ Павел Чапурин, «Газпром Шупашкарта газпа тивĕçтересси» акционер обществин Куславккари филиалĕн çуртри (шалти) газ оборудованине пăхса тăракан службин аслă мастерĕ Павел Петров, хулари 3-мĕш вăтам шкул директорĕ Лариса Котля Пĕрлехи информаци кунне ирттерме палăртнă программăпа килĕшÿллĕн патшалăх ветеринари службин Куславкка районĕнчи чĕрчунсен чир-чĕрне хирĕç кĕрешекен станци коллективĕ- пе тата Тĕмшерти культура ĕçченĕсемпе, ял пурнăçне хастар хутшăнакансемпе тĕл пулчĕç. Тĕлпулăва пынисене Павел Чапурин Чăваш Республикин пуян историйĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ, унăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕнче юлашки çулсенче пулнă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл автономи туса хунăранпа 105 çул çитнине тата Республика Кунне халалланă ĕçлĕ тата культурăллă мероприятисем июнĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 27-мĕшĕччен тăсăласси çинчен пĕлтерчĕ. Ĕçлĕ программа шучĕпе республикăра кăçалхипе 15-мĕш хут Шупашкарта экономика форумне ирттерме палăртнă.
Павел Чапурин пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ене туса хунăранпа 105 çул çитнĕ май культура тĕлĕшĕнчен питĕ пуян программа хатĕрленĕ. Уявпа çыхăннă мероприятисем, тĕпрен илсен, Шупашкарта тата Етĕрне округĕнче иртеççĕ. Çав шутра вăл тĕп хулара Хĕрлĕ площадьре çулсерен йĕркелекен проектсене те асăнчĕ. Тĕслĕхрен, халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» Пĕтĕм Раççейри XXXIII фестивальне, халăх ăстисен декораципе приклад искусствин «Ăста алăллă Руç» Пĕтĕм Раççейри конкурсне, ачасен илемлĕ пултарулăхĕн «Черчен чечексем» республикăри VII гала-концертне тата ытти сумлă мероприятисене. Палăртма кăмăллă, кăçал Республика Кунĕнче 33-мĕш хут иртекен «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале 8 регионти 10 коллектив хутшăнать, чаплă юрăçсем Пушкăртстанпа Тутарстанран, Комирен, Марий Эл Республикинчен, Удмуртирен, Чулхулапа Тверь облаçĕсенчен килсе çитĕç. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем те хăйсен юрри-ташшипе савăнтарĕç.
Июнĕн 24-мĕшĕнче Оперăпа балет театрĕнче регионсем хушшинчи «Эпĕ – хĕрарăм» конкурса пĕтĕмлетеççĕ. Кăçал унта Чăваш Енрен, Тутарстанпа Пушкăртстанран, Тюмень, Ульяновск, Оренбург облаçĕсенчен 2187 хĕрарăм хутшăнма кăмăл тунă. Çак конкурс çĕнтерÿçисене саламлама Раççей халăх артисчĕ, Патшалăх Думин депутачĕ Дмитрий Певцов Мускавран килсе çитĕ.
Июнĕн 24-мĕшĕнче каçхине 8 сехетре Раççейĕн хальхи вăхăтри музыка карттипе паллаштарĕç. Ку проект çĕршыври регионсене пĕрлештерсе тăрать. Çак концерта паллă юрăç Татьяна Куртукова, Людмила Зыкина ячĕллĕ «Россия» Патшалăх академи вырăс халăх ансамблĕ хутшăнаççĕ. Унта пирĕн мухтавлă ентеш Дмитрий Тетел композитор чăваш халăхĕн «Ташши, ташши», «Вĕç-вĕç, куккук» тата «Алран кайми» кĕвви-çеммине тĕпе хурса çырнă çĕнĕ увертюра та янăрĕ.
Республика Кунне уявлама пирĕн округри культура ĕçченĕсем те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Июнĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа ачасем валли «Тăван Чăваш Ен» музыкăллă - илĕртÿллĕ программа, «Эпир çуралнă кĕтесрен чапли урăх ниçта та çук» краеведени сехечĕ, «Ман юратнă кĕтес, Чăваш Ен!» тематикăллă программа, «Чăвашла эпир тав тăватпăр» истори сехечĕ, «Чăваш çĕршывĕ – манăн тăван кĕтес» пĕлÿ программи тата ытти мероприятисем иртеççĕ.
Хулари Н.И.Лобачевскин Музей-çурчĕ шкулсем çумĕнчи лагерьсене çÿрекенсемпе «Тăван хулапа паллашатпăр» ятпа экскурсисем, «Музейри пĕчĕк арча», «Атăл тăрăх тата Атăл çинчен» ятарлă куравсем йĕркелеме палăртать.
Районти Культура çурчĕн ачасен «Подсолнух» халăх хореографи ансамблĕ (ертÿçи Светлана Морскова) республикăри ача-пăчан илемлĕ пултарулăхĕн «Черчен чечексем» фестиваль - конкурсĕн çĕнтерÿçисен гала-концертне хутшăнма тивĕçнĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче вĕсем Шупашкарта Хĕрлĕ площадьре хăйсен ташшисемпе уява пынă халăха савăнтарĕç.
«Газпром Шупашкарта газпа тивĕçтересси» акционер обществин Куславккари филиалĕн çуртри (шалти) газ оборудованине пăхса тăракан службин аслă мастерĕ Павел Петров тĕлпулăва пынисене харпăр хăй çуртĕнче е хваттерĕ-нче газ пыракан хатĕрпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма тивĕçлине аса илтерчĕ. Вăл çавăн пекех клиентсем малашне сотовăй телефонри харпăр хăй кабинетĕнчен «Мой Газ» мобиллĕ приложенипе газпа усă курнăшăн комиссисĕрех тÿлеме пултарни çинчен те каласа ăнлантарчĕ.
Черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче ветеринари службин ĕçченĕсем те, ялта пурăнакансем те хăйсене канăç паман ыйтусене хускатрĕç. Пĕрисене, сăмахран, Куславккара причал тума хăçан тытăнни тата ĕçсене хăçан вĕçлесси, теприсене çумăр час-часах çуса тăнипе ашкăрса ÿсекен курăка ял урамĕсемпе çурт-йĕр таврашĕнче çулса тирпейлессишĕн кам явапли тата ытти проблемăсем интереслентерчĕç.
В. ВОРОБЬЕВА.
Ÿкерчĕк çинче: Тĕмшер территори пайĕн ертÿçи Федор Яковлев, Павел Петров, маскировка тетелĕсем çыхма çÿрекенсем – Тĕмшерти 80 çула çывхаракан ĕç ветеранĕ Валентина Крылова, Надежда Морозова, Павел Чапурин.
Июнь 2025 |