Çул-йĕре юсаççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 20.06.2025, 13:49 Просмотров: 32

Куславкка округĕн территорийĕнче çак кунсенче çул-йĕре хĕрсех юсаççĕ. Кашни эрнере иртекен канашлура ĕç-пуç мĕнле пыни çинчен строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата ЖКХ пайĕн начальникĕ Петр Егоров каласа пачĕ.

2025 çулта пурте усă куракан автоçулсене тытса тăма тата юсама республика бюджетĕнчен 75 миллион та 285 пин, вырăнти бюджетран 20 миллион та 658 пин тенкĕ уйăрнă. Вырăнти пĕлтерĕ-шлĕ автоçулсене пăхса тăма тата юсама уйăрнă укçа-тенкĕ калăпăшĕ пурĕ 33 миллион та 414 пин тата 57 миллион та 453 пин тенке çитнĕ.

Округра 5 автоçула асфальт сарма тата 13 çула вак чул сарса тухма палăртнă. Вĕсен инçĕшĕ пурĕ 9640 метр тăршшĕ. Паянхи куна «Волга - Куснарпуç», «Пакăш - Пилешкасси - Çĕнĕ Сала» автоçулсен лаптăкĕсенче тата хулари Полевая, Лобачевский урамĕ- сенче 1236 метр чухлĕ асфальт сарнă.

Автоçулсен 28 лаптăкĕнче асфальт сарнă çул çинчи шăтăк-путăка юсаса пĕтернĕ. Ку тĕллевпе 2 миллион та 701 пин тенкĕ тăкакланă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники