Ĕмĕр тăршшĕпех – ялхуçалăхĕнче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 20.06.2025, 13:52 Просмотров: 45

DSC 33536

Калуккассинче пурăнакан Римма Федоровна Аришева нумай пулмасть хăйĕн çывăх çыннисемпе тăванĕсем хушшинче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Куславкка муниципаллă округ администрацийĕн ячĕпе чаплă юбиляра унăн пурнăçĕнчи асра юлмалли кунпа Энтри Пасарĕнчи территори пайĕн ертÿçи Альбина Турганова ăшшăн саламларĕ, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тулли телейпе иксĕлми савăнăç сунчĕ.

Римма Федоровна пурнăç тăршшĕпех Куславкка районĕнче ялхуçалăхне аталантарассишĕн тăрăшнă, нумай çул хушши «Заря» совхозра ырми-канми вăй хунă. 1964 çулта ăна хăмла ĕрчетекен бригадăна ертсе пыма шаннă, тепĕр 5 çултан ферма заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ.

1974 тата 1985 çулсенче ĕçчен хĕрарăм «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята тивĕçнĕ. Совет Союзĕнче ун чухне ĕç дисциплинине çирĕп пăхăнакансемпе пысăк кăтартусем тăвакансене çеç çапла чысланă. 1981 çулта вара Римма Аришевăна депутатсен Куславкка район Совечĕн депутатне суйланă.

Римма Федоровна хуть те хăçан та хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе, мал ĕмĕтлĕ пулнипе тата ĕçченлĕхпе уйрăлса тăнă, халĕ те çаплах. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе пĕр килнĕрен вăл вăтам пĕлÿ илеймен, çапах та хăйĕн ĕмĕтне 1979 çулта пурнăçлама пултарнă. Хĕрĕх тăваттă тултарсан, Римма Аришева Энтри Пасарĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ, вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестатлă пулса тăнă. 1986 çулта вара Шупашкарти «Нива» ятлă ялхуçалăх шкулĕнче бригадирсен, хăмла ĕрчетекенсен курсĕнчен вĕренсе тухнă.

«Заря» совхозра тракторист-комбайнер пулса ĕçленĕ Николай Гавриловичпа Римма Федоровна Аришевсем икĕ ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, тивĕçлĕ воспитани панă.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники