Диспансеризаципе профилактика тĕрĕслевĕ çинчен эпир час-часах калаçатпăр. Вырăна тухса диспансеризаци ирттерни вара ĕçрех харпăр хăй сывлăхне тĕрĕслеттерме, чире ытлашши вăраха кайиччен тупса палăртма май парать. Çитменнине тата кунашкал тĕрĕслев вăхăтĕнче тухтăрсем малашне мĕнле сипленмеллине те çырса параççĕ.
«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Куславкка районĕнчи И. Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăн мобиллĕ бригади хамăр муниципалитетри организацисемпе предприятисене тухса çÿрет, вĕсенче ĕçлекенсен сывлăхне тĕрĕслет. Февралĕн юлашки кунĕсенче Валерия Кузнецова врач-терапевт, медицина профилактикин врачĕ Анастасия Морозова, медицина сестрисем Лиана Ростова, Надежда Коновалова тата Ирина Садовникова «Фирдавил и Компания» ОООра пулчĕç.
Унта ĕçлекенсем малтанах анкетăсем çинчи ыйтусене хуравларĕç, ЭКГ (электрокардиограмма) тутарчĕç, куç ăшĕнчи тата артери юн пусăмне тĕрĕслеттерчĕç, миçе килограмм тайнине пĕлме виçĕнчĕç, тухтăрсем сĕннипе тĕрлĕ анализсем пачĕç, вакцинаци ирттерчĕç. Юлашкинчен кашниех терапевт патĕнче пулчĕ, мĕн аптăратни çинчен каласа пачĕ.
«Пирĕн сотрудниксен сывлăхĕпе интересленнине эпир пысăка хурса хаклатпăр, хамăр район больницинче çакăн пек çамрăк тухтăрсем тăрăшни вара, паллах ĕнтĕ, савăнтарать. Çак пархатарлă ĕре сывлăх ĕçченĕсене пурне те ăнăçусем сунатпăр!» - çапла ăшшăн тав турĕ пире «Фирдавил и компания» ООО директорĕ Айсылу Искандарова.
Эпир вара çапла пĕлтересшĕн: районти тĕп больница Куславкка округĕнче пурăнакансене диспансеризацине пыма чĕнет, коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернисене вара хăйсен организмне тĕплĕн тĕрĕслеттермешкĕн ыйтать. Сирĕн хăвăр участокри врач патне е медицина профилакторийĕн пÿлĕмне пымалла.Çавăн пекех тепĕр хут аса илтеретпĕр: диспансеризаципе килĕшÿллĕн сывлăха поликлиникăра кăна мар, врач амбулаторийĕнче те, фельдшерпа акушер пункчĕсенче те тĕрĕслеттерме пулать.
Р. КОВАЛЕВА.
Март 2026 |
