Эпир - сывă пурнăç йĕркишĕн

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 17.04.2026, 15:08 Просмотров: 36

«Сывă малашлăх» проектпа килĕшÿллĕн тата «Таса ăру» асăрхаттару акци иртнĕ май Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн сотрудникĕсем Тĕрлемесри вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç.

Вĕсем обществăлла йĕркене пăсма юраманни, наркотиксен çаврăнăшĕн сферинчи хăрушсăрлăх çинчен каласа пачĕç, наркотиксемпе, психотроплă япаласемпе усă курнăшăн тата вĕсене сарнăшăн уголовнăй йĕркепе, административлă майпа айăплани çинче чарăнса тăчĕç.

Полицин участокри уполномоченнăйĕсем Ю. Жарковпа Ю. Разумова шкул ачисене наркотиклă хатĕрсемпе усă курма тата сарма юраманни пирки çирĕп асăрхаттарчĕç. Кунсăр пуçне тата Юрий Алексеевич интернетри хăрушсăрлăх темине пысăк тимлĕх уйăрчĕ, ачасене ултавçăсем темĕн тĕрлĕ схемăсем те шутласа кăларни çинчен аса илтерчĕ.

К. ГУРЕНЬКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники