Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме - халăх бюджечĕ» программăна пăхса тухас ыйтупа Елчĕк шкулĕнче пуху иртрĕ. Эпир 2027 çулта пурнăçа кĕртмелли плансене тата хамăрăн вĕренÿ учрежденийĕн территорине лайăхлатма пулăшакан сĕнÿсене сÿтсе яврăмăр.
Ачасен ашшĕ-амăшĕсем шкул территорине карта тытса çавăрма, вĕренекенсем пушă вăхăтра канакан вырăна тирпей-илем кĕртме сĕнчĕç. Çак проектсем шкул территорине пурнăçшăн хăрушсăр тата хăтлă тума май парĕç.
Пухăва хутшăннисем маларах асăннă сĕнÿсене пурнăçа кĕртме ăçта тата мĕнле документсем тăратмалли тата «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн мĕнле йышши пулăшусем пурри çинчен пĕлме пултарчĕç. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем асăннă пуçарусемпе интересленни, вĕсене пурнăçлама хатĕр пулни, çак ĕçрен айккинче тăманни пире те хавхалантарать. Пĕрлехи вăйпа эпир хамăр шкула илемлĕрех тата хăтлăрах тума пултаратпăр.
Çак пуçарусемшĕн Елчĕкре кăна мар, ытти ялсенче пурăнакансем те сасăласан питĕ аванччĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.