Чей ĕçесчĕ пылпала

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 24.07.2026, 11:28 Просмотров: 117

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн Тĕрлемесри Культура çуртĕнче «Этночай» фестиваль иртрĕ. Ку мероприятие тĕрлĕ халăхсен чей ĕçессин йăли-йĕркине халалларăмăр, Чăваш Ен территорийĕнче пурăнакан çынсен культурипе паллашас текенсем унта хаваспах хутшăнчĕç.

Хамăр хăнасене эпир чей ĕçес йăла ăçтан пуçланса кайни, Раççее пĕрремĕш хут вăл мĕнле тата хăçан лекни, çак техĕмлĕ шĕвеке мĕнле вĕретсе ĕçмелли пирки тата чейĕн тăван çĕршывĕ çинчен каласа кăтартрăмăр. Тĕслĕх вырăнне вырăс, чăваш, тутар тата мари халăхĕсем чей ĕçме мĕнле хатĕрленнине илтĕмĕр. Ун хыççăн пăсланакан сăмаварти тĕрлĕ сортлă, хамăр тăрăхра тĕл пулакан сиплĕ курăксене ярса вĕретнĕ чейпе хăналанипе пĕрлех килте пĕçернĕ пылак çимĕçсене те тутанса пăхма сĕнтĕмĕр.

Çак мероприяти пурне те килĕшрĕ, кăмăл-туйăма çĕклерĕ, мĕншĕн тесен вăл кÿршĕсен культурипе паллашма, хамăрăн нумай нациллĕ çĕршывра пурăнакансен йăли-йĕркине лайăхрах пĕлме пулăшрĕ.

Р. АБДУЛХАЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники