
Çатрăк ялĕнчи Культура çуртĕнче çу кунĕсенче мĕнле кăна мероприяти иртмест-ши? Нумай пулмасть «Культура - шкул ачисем валли» проектпа килĕшÿллĕн кунта тĕрлĕ чир-чĕртен, инкек-синкекрен упракан пукансем-оберегсем ăсталама вĕрентрĕмĕр.
Мастер-класс пуçланас умĕн ачасем кашни нацин çавнашкал пуканесем пурри çинчен пĕлме пултарчĕç. Чăвашсемшĕн вĕсем ырăлăхпа пуянлăх, тĕнчери тăнăçлăх паллисем шутланнă, çавăнпа вĕсене пуç çапнă, сума суннă. Чăвашсем хăйсем тунă пĕчĕк пуканесем ?оберегсем% чир-чĕр ересрен, куç ÿкесрен тата тĕрлĕ амак лекесрен упранине ĕненнĕ. Çак сыхлавсемпе тата вĕсемпе усă курассипе çыхăннă йăла-йĕркесенчен нумайăшĕ паянхи кунчченех упранса юлнă.
Пирĕн ялти ачасем те хăйсен аллипе тĕрлĕ кĕлеткесем ăсталарĕç. Арçын ачасем те хĕрачасенчен юлмарĕç. Пуканесем-сыхлавçăсем питĕ хитре пулса тухрĕç. Хамăр алăпа тунă ĕç икĕ хут савăнтарать тесе халăхра ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Çак пуканесем вĕсен кил-çуртне, çемйине упрасса шанатпăр.
З. ГУРЬЕВА.