Хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 16.10.2026, 13:50 Просмотров: 19

Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕнче октябрĕн 13-мĕшĕнче кăçалхи 9 уйăхра мĕнле ĕçленине пăхса тухрĕç. Канашлăва ШĔМĕн оперативлă-шырав пайĕн начальникĕ, полици полковникĕ Владимир Питеркин, Куславкка район прокурорĕ Павел Кокорев, Куславкка муниципаллă округĕн администраци пуçлăхĕн заместителĕ Геннадий Пушков, Шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕ Людмила Летяева, ведомство çумĕнчи обществăлла канаш председателĕ Николай Соловьев хутшăнчĕç.

Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕ кăçалхи 9 уйăхра мĕнле ĕçлени çинчен унăн начальникĕ, полици подполковникĕ Сергей Захаров доклад турĕ. Вăл каланă тăрăх, оперативлă служба ĕçĕ-хĕлне тишкерни шута илнĕ преступленисем палăрмаллах чакнине çирĕплетеççĕ (110- ран 81 тĕслĕх таран). Преступлăх тытăмĕнче ют çын пурлăхне çаратни пысăк вырăн йышăнать - 37 процент, çапах та вĕсен шучĕ ытти çулсенчен чакнине палăртмалла. Çынсене улталанă тĕслĕхсем те 44 процент таран чакнă.

Сергей Геннадьевич судра пăхса тухма ярса панă уголовнăй ĕçсен шучĕ çак тапхăрта пĕчĕкленнине (57-рен 41 преступление çити) те асăнчĕ. Преступленисене уçса панин пĕтĕмĕшле хисепĕ 7,1 процент чухлĕ лайăхланнă - 59,4 процента çитнĕ, республикăра - 60,6 процент.

Саккуна хирĕçле ĕçсем тăвасран асăрхаттармалли мерăсем вăхăтра йышăннипе Куславкка округĕнче çынсене вĕлернĕ, ют çын сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ, пурлăхне чĕртсе янă, хĕрарăмсене мăшкăлланă, хурахла тапăннă, хулиганла ĕçсем тунă, улталанă, терроризмпа, экстремизмпа çыхăннă преступленисене шута илмен. Çавăн пекех информаципе телекоммунникаци технологийĕ-семпе усă курса е компьютер информацийĕн сферинче тунă преступленисен хисепĕ те кăçалхи 9 уйăхра 40 процент ытла чакнă. Ку категорире уçса панă преступленисен шучĕ пĕлтĕрхи пекех 11,8 процентпа танлашнă.

- Çынсем ултавçăсен серепине ан лекчĕр тесе эпир массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр,- терĕ Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн начальникĕ. - Çавăн пекех кашни кунах хулара е ялта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçатпăр. Асăрхаттару ĕçне профилактикăн ытти субъекчĕсем те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Халăхпа тĕл пулнă чухне ултавçăсен çĕнĕ меслечĕсем çинчен час-часах каласа паратпăр.

Çапах та Раççей Шалти Ĕçсен «Козловский» пайĕн оперативлă службин ĕçĕ-хĕлĕнче лайăх кăтартусемпе пĕрлех хăшпĕр преступленисене уçса парассипе çитменлĕ-хсем те пур. С. Захаров асăннă тăрăх, хĕçпăшалпа саккунсăр усă курнă, информаципе телекоммунникаци технологийĕсен сферинче тунă преступленисене тупса палăртас тата уçса парас тĕлĕшпе çителĕксĕртерех ĕçленĕ. Çавăн пекех саккуна хирĕçле ĕçсемпе палăрнă çынсене шыраса тупассине тата хыпарсăр çухалнă граждансене тупса палăртассине те ытларах тимлемелле.

Кăçалхи 9 уйăхра мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ май Сергей Геннадьевич хăшпĕр проблемăсемпе татса паман ыйтусем çав-çавах тĕл пулнине пăхмасăрах коллектив хăйĕн умĕнчи тĕллевсене чыслăн пурнăçланине çирĕплетрĕ.

Чăваш Республикин Шалти Ĕçсен министерствин оперативлă шырав пайĕн начальникĕ Владимир Питеркин та Куславкка муниципаллă округĕн территорийĕнче оперативлă лару-тăру начар мар пулнине палăртрĕ. «Кадрсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса пани тата та лайăхрах кăтартусем тума пулăшĕ», - терĕ вăл.

Куславкка муниципаллă округĕн администраци пуçлăхĕн заместителĕ Геннадий Пушков Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн сотрудникĕсене муниципалитетра ирттерекен мероприятисенче сыхă пулнăшăн тав турĕ. Геннадий Михайлович çавăн пекех коллектив право йĕркине сыхлас тĕлĕшпе йышăннă программăсене пурнăçа кĕртес енĕпе те начар мар ĕçленине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, муниципалитетăн «Обществăлла йĕркепе тивĕçтересси тата преступленисем тăвассине асăрхаттарасси» программине пурнăçласа ирттермелли мероприятисем валли 1 миллион та 666 пин те 200 тенкĕ уйăрнă пулсан, халлĕхе çав суммăн 68,8 проценчĕпе усă курнă.

Пĕр сăмахпа, Куславкка муниципаллă округĕнче лару-тăру лăпкă пулни, халăх шанăçĕпе хăрушсăрлăх тивĕçлĕ шайра пулни - Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн сотрудникĕсен кулленхи ĕçĕн кăтартăвĕ.

В. ВОРОБЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники