Манăн атте - чи лайăххи

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 16.10.2026, 13:51 Просмотров: 19

Ашшĕ кунĕ - хамăрăн хаклă аттесене, пирĕнтен кашнин пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаканскерсене, юратни çинчен пĕлтермелли, тав тумалли тата тепĕр сăлтав.

«Радуга» ача садĕнчи «Солнышко» ушкăнра Ашшĕ кунĕ умĕн (кăçал ăна октябрĕн 18-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) уява халалланă мероприятисем иртрĕç. «Атте – мăнаçлă янăрать», «Манăн атте пуринчен те лайăхрах», «Атте пурне те тума пĕлет» темăсемпе интереслĕ калаçусем йĕркелерĕмĕр. Ачасем хăйсен ашшĕсене сăнарласа пама ырă та çепĕç сăмахсем шыраса тупрĕç, хăйсен ашшĕсен сăнÿ- керчĕкĕсене хатĕрлерĕç. Çав портретсем шкула кайма çул çитмен арçын ачасемпе хĕрачасем ашшĕсене питĕ юратнине çирĕплетсе пачĕç.

Атте пуласси - арçын пурнăçĕнчи чи кирлĕ ĕç. Аттесем хăйсен ачисемшĕн, çемьешĕн, обществăшăн яваплă чăн-чăн паттăрсем. Вĕсем ывăлĕ-семшĕн ырă тĕслĕх, хĕрĕсемшĕн тĕлĕнтермĕш асамçă вырăнĕ-нче. Атте çавăн пекех шанчăклă тĕрев, çемье тыткăчи, вăлах Тăван Çĕршыв хÿтĕлевçи те.

Куславкка округĕ туслă та çирĕп çемьесемпе пуян. Вĕсен çирĕплĕхĕн никĕсне амăшĕн таса та иксĕлми юратăвĕпе ашшĕн пысăк яваплăхĕ йĕркелеççĕ.

Т. АНИСИМОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники