Çĕнĕ çитĕнÿсен вăхăчĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 16.10.2026, 13:55 Просмотров: 24

Октябрĕн 10-мĕшĕнче, шăматкун, Куславкка муниципаллă округĕн «Атăл» спорт шкулĕнче çăмăл атлетикăна юратакан шкул ачисем хушшинчи спартакиада шучĕпе «Шиповка юных» нумай енлĕ ăмăртусем иртрĕç.

Программăра чупассипе, тăршшĕне сикессипе, тĕл лектерессипе ятарлă ăмăртусем пулчĕç.

Тĕрлемесрен пынă çăмăл атлетсем яланхи пекех лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Вĕсем тăван шкул чысне çÿллĕ шая çĕклерĕç. Арсений Симаков, Дмитрий Захаров, Ясмина Ярухина çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç, хисеп пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçрĕç.

К. ГУРЕНЬКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники