Унăн ячĕ халăх асĕнче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 16.10.2026, 14:26 Просмотров: 21

Учительсен кунĕ умĕн Пăрмас ялĕнчи библиотекăра Александр Терентьевич Некрасов çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа «Пысăк саспаллиллĕ Вĕрентекен» курав ĕçлеме тытăнчĕ. Хамăр ентешĕн, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе куракансем интересленсех паллашрĕç.

Александр Некрасов 1907 çулта экстерн мелĕпе Хусанти учительсем хатĕрлекен семинаринчен вĕренсе тухнă, çемьери педагогсен ĕçне малалла тăснă. Вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене пĕлÿ парассипе çыхăнтарнă. Тĕрлĕ çулсенче Вăрмар районĕ-нчи Тупах ялĕнчи, хамăр патри Калуккассинчи тата чиркÿпе прихут шкулĕсенче, Пăрмасри пуçламăш шкулта учитель пулса ĕçленĕ. 1929-1956 çулсенче Пăрмасри пуçламăш шкулăн заведующийĕ пулнă.

Ялта ĕçленĕ вăхăтра Александр Терентьевич ачасене вĕрентмелли кĕнекесемпе методика пособийĕсем çырса хатĕрленĕ. Унăн паллă ĕçĕсенчен çаксене асăнмалла: «Преподавание русского языка в нерусских школах», «Работа одного учителя одновременно с двумя классами». Çакăншăн вăл икĕ хутчен Ленин орденне тата К. Д. Ушинский медальне илме тивĕçлĕ пулнă, унăн ятне Хĕрлĕ хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Пурнăçра тем чухлĕ йывăрлăх чăтса иртме тивнине тата репресси вăхăтĕнче 1928 çулта арестленине пăхмасăрах, Александр Некрасов чунĕпе çав-çавах учитель пулса юлнă, ирĕке кăларсан каллех ачасене вĕрентме тытăннă. Архивра упраннă документсем, фотоÿкерчĕксемпе асаилÿсем халĕ историе куç умне кăларма пулăшаççĕ, учитель ĕçĕ питĕ кирлĕ тата пархатарлă пулнине аса илтереççĕ.

...Çулсем иртеççĕ, пирĕн паллă ентешсем те пурнăçран уйрăлса пыраççĕ. Çапах та вĕсем тунă ырă ĕçсем халăх асĕнче юлаççĕ.

О. САВИНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники