
Куславккари ачасен искусствăсен шкулĕнче нумай пулмасть «Пĕрле çыхăнса ĕçленин шкулĕ» проектпа килĕшÿллĕн талантлă ачасене пулăшас, вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе ятарлă мероприяти иртрĕ.Пирĕн патра хăнара Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн, Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ музыка училищин тата художество училищин преподавателĕсемпе студентсем пулчĕç.
Хамăр хулари искусствăсен шкулĕнче вĕренекенсем вĕсем валли илемлĕ юрă- кĕвĕ хатĕрлерĕç. Пĕрлештернĕ хор «Детство - это я и ты» юрра шăрантарчĕ, «Шевле» ансамбль (музыка фольклорĕн уйрăмĕнчи вăтам ушкăн) «У нас Ванечка господин» тата Курск облаçĕ- нчи ташă ăстисен «Чеботуха» ташшисене кăтартса пачĕ. Халăх инструменчĕсемпе интересленекенсем вырăссемпе чăвашсем хушшинче анлă сарăлнă юрăсен кĕввисене выляса кăтартрĕç. Фортепиано уйрăмне çÿрекенсем - классикăпа, хореографи искуствин уйрăмне килĕ- штерекенсем чăваш ташшипе савăнтарчĕç, театр уйрăмĕнчи арçын ачасемпе хĕрачасем «Контрольная» этюдпа паллаштарчĕç.
Концерт хыççăн кашни уйрăмра вĕренекенсем валли мастер-классем пулчĕç. Фортепиано уйрăмĕнче ăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ музыка училищин (техникумăн) çак предметпа экзаменсем йышăнакан комисси председателĕ Валентина Галян ирттерчĕ. Театра юратакансен уйрăмĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, культура колледжĕнче вĕрентекен Владимир Григорьев, хореографи искусствин уйрăмĕнче пирĕн ентеш, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Людмила Нянина доцент мастер-классем ирттерчĕç.
Пултарулăх ăстисем ытти уйрăмсенче те çакнашкал мероприятисем йĕркелерĕç.
Л. ДОЛБИЛОВА,
директорăн коцертпа çутĕç ĕçĕн заместителĕ.
Октябрь 2026 |
