Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа октябрĕн 20-мĕшĕнче библиотекăра хулари 2-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекенсем (ертÿçи С. Сорокина) валли «Пушкин картти» программăпа килĕшÿллĕн ятарлă мероприяти иртрĕ.
Ăна уçнă май Н. Малова çапла каларĕ: «Пирĕн çĕршыв - нумай нациллĕ тата çурма конфессиллĕ патшалăх, этноссем хушшинчи хутшăнусем истори аталанăвĕнче яланах çивĕч пĕлтерĕшлĕ пулнă. Куславкка çĕрĕ те çавăн пекех, вăл Чăваш Республикинче нумай нациллĕ территорисенчен пĕри шутланать. Кунта тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе тата пĕр-пĕрне ăнланса пурăнать. Вĕсенчен кашнин историйĕпе культури çынсем иртнине, хальхине мĕнле йышăннипе тата малашлăха мĕнле курнипе тачă çыхăннă. Çав хушăрах кашни халăхăн хăйĕн йăли-йĕрки пуррине те палăртмалла».
Тĕлпулăва хутшăннисем вырăссен, чăвашсен тата тутарсен культурипе паллашрĕç. Вырăс халăхĕн анлăрах сарăлнă йăли-йĕрки çинчен вĕренекенсем ăстăна аталантарма пулăшакан вăйăран тĕплĕнрех пĕлчĕç. Хĕрсене çÿçе çивĕтлени ытларах интереслентерчĕ. «Çивĕт мĕн авалтанпах хĕрарăма илем кÿнĕ. Халăх сăмах-юмахне ĕненес пулсан, çÿçре пурнăç вăй-халĕ тата тĕрĕслĕх пытаннă. Çавăнпа çÿçе сапаласа çÿреме юраман. Çивĕте сÿтсе яни хĕр ĕмĕрĕпе сывпуллашнине пĕлтернĕ, икĕ çивĕт туни тата пуçа тутăр çыхса яни е калпак тăхăнни качча кайнине çирĕплетнĕ»,- ăнлантарчĕ Наталия Анатольевна.
Библиотекăра ĕçлекен Н. Иванова вĕренекенсене чăваш халăхĕн йăли-йĕрки çинчен каласа панисĕр пуçне «Чăвашсен пурнăçĕ» ятлă видеороликпа паллаштарчĕ, наци тумĕсен уйрăмлăхĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл çавăн пекех хĕрсемпе каччăсене чăваш халăхĕн анлă сарăлнă вăййисене кăтартса пачĕ.
Тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннипе Куславкка округĕнче вĕсен йăли-йĕрки манăçмасть, иртнипе интереслентерет.Тутарсен йăли-йĕркипе, наци тумĕсемпе хăнасене Кармăшри библиотекăра ĕçлекен Р. Тухватуллинăпа Л. Галиева паллаштарчĕç. Вĕсем çавăн пекех хăйсен тăван ялĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен те каласа кăтартрĕç. Библиотекарьсем тутар халăхĕн ташшинчи хăшпĕр хусканусене ташласа пачĕç, вĕсен «Чишмэ» ?Çăлкуç% вăййине вылярĕç.
Мероприяти вĕçленеспе кăтартса панă «Валенки-шептуны» мастер-класс та çÿллĕ шайра иртрĕ. Сăмах мĕн авалтанпах çынсем кăçатăн асамлă вăйне ĕненни тата вăл кил-çурта пуянлăх, ытлăх-çитлĕх илсе килнине ĕненни çинчен пычĕ.
Н. МАЛОВА.
Октябрь 2026 |
