Тутлă, вĕренекенсене килĕшет

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 23.10.2026, 13:43 Просмотров: 181

Октябрĕн 20-мĕшĕнче кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери поварсен кунне паллă тăваççĕ. Кунерти вăтам шкулта вĕренекенсемпе учительсем те çак кун хăйсене вĕри апат пĕçерсе çитерекенсене чыслама шутларĕç.

Кунер шкулĕнчи столовăйра аппăшĕпе йăмăкĕ Светлана Николаевна Данилова тата Лариса Николаевна Михайлова тăрăшаççĕ. Пĕри – повар, тепри – ăна кухньăра пулăшакан. Пĕртăвансем вĕренекенсемпе те, учительсемпе те çепĕç калаçаççĕ, хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Çавăнпа вĕсем хатĕрленĕ апата пурте юратса çиеççĕ. Шкул ачисем кунсерен тутлă, усăллă тата тĕрлĕ апат хатĕрленипе питĕ кăмăллă. Светлана Николаевнăпа Лариса Николаевна апат-çимĕçĕн балансне çирĕп пăхăнаççĕ, кухньăри тасалăхпа тирпейлĕхе пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем С. Даниловăпа Л. Михайловăна хăйсен ачисен сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, тутлă çитерсе вĕренме хавхалантарнăшăн тав тăваççĕ.

С. ТУШНИКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники