Чăннипех те пысăк ăстаçăсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.10.2026, 10:36 Просмотров: 21

«Ветеринар» тесе каланине илтсенех шурă халатлă çын куç умне тухса тăрать, вăл кушаксемпе йытăсене чиртен сыватать. Ветеринари станцийĕнче тата мĕн тăваççĕ-ха? Çак учрежденире экскурсире пулни пире нумайăшне ăнланма тата курма май пачĕ.

Тĕрлĕ профессипе интересленнĕ май хулари 3-мĕш вăтам шкулти 8 – мĕш «Б» класра вĕренекенсем ветеринари станцине çитсе курас терĕç. Экскурси вĕсене унта мĕнле специалистсем ĕçленине тĕплĕн тишкерме пулăшрĕ. Шкул ачисене малтанах выльăхсен чирне тĕрĕс палăртмалли тата сиплемелли хатĕрсемпе паллаштарчĕç, тухтăр пĕр кунра мĕн-мĕн тума тивĕçли çинчен каласа пачĕç.

Экскурси вăхăтĕнче вĕсене выльăхсем те ерекен чирсемпе чирлени, йытăсене шоколад пама юраманни, уколсем тунин усси çинчен каласа ăнлантарчĕç. Хĕрачасемпе арçын ачасем килти чĕрчунсене сипленипе пĕрлех апат-çимĕç пахалăхне тĕрĕслени те, ялхуçалăх предприятийĕсенче ĕçлени те ветеринарипе çыхăнни пирки пĕлчĕç. Паян выльăх-чĕрлĕхе сиплекенсем пысăк хуçалăхсенче те, килти чĕрчунсене пăхса усракан çемьесенче те тем пекех кирлĕ.

Шкулта вĕренекенсем чирлĕ выльăх-чĕрлĕхе тухтăрсем мĕнле йышăннине хăйсен куçĕпе курма пултарчĕç, вĕсемпе тимлĕ пулмаллине туйса илчĕç. Сиплев учрежденийĕнчи специалистсем çавăн пекех вĕренекенсене килти чĕрчунсене тăрăшса пăхмалли çинчен каласа ăнлантарчĕç. Тĕлпулу вĕçленеспе вĕсене ветеринарипе çыхăннă ятарлă кĕнеке парнелерĕç.

Çак экскурси вĕсен тавракурăмне анлăлатма тата ветеринар профессийĕ çинчен ытларах пĕлме пулăшрĕ. Килти выльăх-чĕрлĕх тетте мар, ăна та çынна пăхнă пек пăхмалла.

Ветеринарсене чăннипех те пысăк ăстаçăсем теме пулать. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх фермисенче, ветеринари станцийĕсенче тăрăшаççĕ, диагностика тĕпчевĕсем ирттереççĕ, профилактика тата сиплев ĕçне пурнăçласа пыраççĕ.

А. АГАФОНОВА,

класс ертÿçи.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники