Октябрĕн 29-мĕшĕнче Раççейре комсомол çуралнă куна паллă турăмăр. Комсомол организацийĕ саланнăранпа вăтăр çул ытла иртрĕ ĕнтĕ.
Официаллă календарьте ун пирки тахçанах асăнмаççĕ. Çапах та Раççейре пурăнакансенчен нумайăшĕ октябрĕн 29-мĕшне - историе кĕрсе юлнă куна асăнса паллă тăвать.
Кăçал комсомол çуралнăранпа 108 çул çитрĕ. Унăн ялавĕ çинче ултă орден ялкăшса тăни комсомол çутă идейăсемшĕн, Тăван çĕршывшăн, халăхшăн тăрăшнине, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме ăнтăлнине яр уççăн палăртать.
Куславкка муниципаллă округĕ-нчи комсомолецсемпе çамрăксем те ВЛКСМ историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Комсомол райкомĕн секретарĕсем пулса тĕрлĕ çулсенче И. Иванов, В. Тюрков, Л. Фомин, М. Хасанов, Т. Сергеева, Ю. Забраев, А. Разумов, С. Шишкина, В. Широкова, Н. Вахтеркина, Р. Хасанов, Ю. Софронов, Б. Мартынович, Н. Макаров ĕçленĕ. Çавăн пекех Е. Артемьева, К. Клюмберова, Л. Львов, Н. Кузнецова тата ыттисем те çамрăксене патриотизм майлă, ĕçпе нравственность тĕлĕшĕнчен воспитани парас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнă.
Çулсем иртнĕçемĕн хуçалăхсенче те комсомол организацийĕсен секретарĕсем хастар ĕçлеме тытăннă, вĕсем хăйсене лайăх енчен кăтартма пуçланă. Тĕслĕхрен, «Тюрлеминский» совхозри комсомолецсене Алексей Александров, «Волга» - Зоя Русскина, «Родина» - Михаил Луков, «Заря» - Сергей Тимофеев, «50 лет Октября» совхозра Николай Кольцов ертсе пынă. Профкомсемпе парткомсем, çавăн пекех комсомолецсен ертÿçисем совхозсенче культурăпа массăллă ĕçе, çамрăксене патриотизм майлă воспитани парассине пурнăçланă, комсомолецсемпе çамрăксен бригадине тĕрĕс çул-йĕр кăтартса пынă.
Пуриннчен те вăйлăрах коллективсенчен «Волга» совхозăн Елчĕкри уйрăмне, «Аниш», «Заря», «Тюрлеминский» совхозсене, вĕсене пулăшса пынă партком секретарьне Нина Ивановăна, хуçалăх ертÿçисене Валентин Яковлева, Дмитрий Тимофеева, Елена Рязановăна ырăпа асăнма пулать.
Районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче комсомолецсемпе çамрăксен бригадине питĕ тимлĕ те тăрăшуллă Георгий Астраханцев ертсе пынă. Çакнашкал бригадăсем 8-мĕш, 522-мĕш ПМКсенче та пулнă. Вĕсем тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусене хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă.
Хальхи вăхăтра пионерсемпе комсомолецсен организацийĕсем текех çук, çапах та воспитани системи пĕрре те улшăнман, тĕрĕсрех каласан, ачасене мĕн пĕчĕкренех хăйсене йĕркеллĕ тытма, аслисене хисеплеме ача сачĕсенче, шкулсенче вĕрентеççĕ.
Хамăн çамрăклăх Куславкка округĕнчи, республикăри мал ĕмĕтлĕ çамрăксемпе пĕрле иртнишĕн савăнатăп.Эпĕ те комсомолец, редакципе типографири комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Пире комсомол тĕрĕс воспитани панă. Комсомол яланах пирĕн чĕрере.
В. ВОРОБЬЕВА.
Октябрь 2026 |
