Çавă кун халĕ те асĕнче. 1966 çул. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕ. Шкул вĕренсе пĕтерни – виçĕ уйăх. Вунсаккăрти хĕр Аманикри ĕне фермине пуçласа килчĕ. Ăна кунта комсомол путевкипе ĕçлеме янă.
Унăн ячĕпе хĕрлĕ ялав çĕкленĕ
Ферма заведующийĕ Александр Игнатьевич Чернов, ырă кăмăллă, тĕреклĕ арçын, ялти кашни çамрăк çыннах витĕр курнă, Нина Иванована та, унăн çемйине те лайăхпа кăна пĕлнĕ. Хĕре ĕç вырăнне кăтартрĕ те куçĕнчен пăхса каларĕ: «Дояркăсем каннă чухне вĕсене улăштарма тивет. Ушкăнсенче – хĕрĕхшер ĕне. Çавăн чухлĕ пуç шанса паратпăр. Ай-яй тар кăларма тивет вара! Тăрăш. Малтисен ретĕнче çÿре».
Нинăна çав вăхăтра ашшĕн сăмахĕсем пуçа килчĕç. Корнил Иванович Иванов, вăрçă витĕр тухнăскер, «Динамо» колхоз председателĕ пулнăскер, пĕррехинче ăна çапла мухтарĕ: «Питĕ кăра та хĕрÿ эсĕ, хĕрĕм, ĕçре ывăлсенчен те ирттеретĕн. Ялан çапла пулсам».
Çур ĕмĕр те мар, утмăл çул иртрĕ çав хумхануллă кун хыççăн. Хăйĕн шăпине тăван тавралăхпа, хаклă ял-йышпа çыхăнтарнă Нина Корниловна Иванова халĕ те çĕр ĕçĕнчен хăпаймасть. Сакăр вунă çула çывхарса пыракан хĕрарăм, Куславкка районĕнчи Аманик ялĕнче пурăнаканскер, çуралса ÿснĕ килĕнче пахча-çимĕç çитĕнтерет, панулми, çырла йывăçĕсене пăхса тăрать, хăй аллипе лартнă чечексемпе киленет.
Каялла çаврăнса пăхсан, тапăртатса тăракан çыннăн çулĕсем хĕрÿ вăхăтсенче иртнине куратăн. Пĕрремĕш кунран пуçласах фермăра Нина чупса çÿресе ĕçлерĕ, нумайрах сĕт суса илессишĕн çунчĕ, ĕнесем, çамрăк дояркăн тăрăшулăхне кура, сăвăма ÿстерчĕç. Кĕçех ферма кантурĕ умĕнче Нина ячĕпе хĕрлĕ ялав çĕклеме пуçларĕç.
Ферма ĕçне хăнăхса çитнĕччĕ кăна, пуçлăхсем, çын çитменнине кура, хуçалăх теплицине куçма ыйтрĕç. Кунта та Нина Иванова ырă ят çĕнсе илчĕ, тус-юлташĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăчĕ.
Парти ĕçченĕ
Ăнтăнуллă хĕре кĕçех коммунистсен партийĕн Куславкка райкомĕнче асăрханă. «Атя-ха, тăр-ха, хăçан вĕренме каятăн?» Тĕрлĕ пухусенче çапла каласа пĕрремĕш секретарь темиçе хутчен те ыйтнă хĕртен, Нина Иванова вара Шупашкарти парти шкулне вĕренме кĕнĕ, ун хыççăн парти райкомне ĕçлеме куçнă. Тем вăхăт иртсен каллех вĕренÿ сакки çине ларнă, халĕ вăл тăватă çул хушши Чулхулари партин аслă шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Каялла таврăнсан малтанхи çĕртех ĕç вырăнĕ тупăннă.
1981 çул, ĕçре пиçĕхнĕ, çынсемпе хутшăнма хăнăхнă çамрăк хĕрарăма партком секретарĕ пулма тăван тăрăха, «Волга» совхоза янă.
– Çакăншăн эпĕ питĕ хĕпĕртенĕ, халĕ те ăшăпа кăна аса илетĕп çавă вăхăта, - тет Нина Корниловна. – Хăвăрах шухăшлăр-ха, мана, вăтăр виççĕри хĕрарăма, пысăк коллективра çынсемпе ĕçлеме шаннă. Ун чухне партком секретарĕ хуçалăх ертÿçипе пĕр танах темшĕн те явап тытнă. Петр Геннадьевич Михайловпа, совхоз директорĕпе, пĕрле туртнă лава, хирĕçсе çÿремен, ĕçе пĕрле тăвас тенĕ. Ирсерен-каçсерен фермăран, машина паркĕнчен тухма пĕлмен, уя та çитнĕ, хăмла плантацийĕсенче те çÿренĕ. Яланах халăхпа пĕрле пулнă, унăн хуйхи-савăнăçĕпе пурăннă.
Историрен
1960 – 1970 çулсенче «Волга» совхозăн вуншар теплица пулнă. Вĕсенче тĕрлĕ пахча-çимĕç - сухан, кишĕр, купăста, хăяр, редис тата ытти те – çитĕнтернĕ, хулари лавккасемпе столовăйсене ăсатнă. Аманиксем тата хăмла туса илме ăста пулнă, çак культурăн хунавĕсене те теплицăсенче хатĕрленĕ, ытти районти хуçалăхсене те сутнă. Совхоз «симĕс ылтăн» туса илсе Чăвашра чаплă ят çĕнсе илнĕ. Совхоз директорĕ Сергей Александрович Якимов, Алтай тăрăхĕнчен килнĕ вырăс, хăмла пысăк тупăш парассине хăвăрт ăнланнă. Каярахпа Аманик, Елчĕк, Мушар, Шанарпуç тата ку тăрăхри ытти ял çыннисем чăн-чăн хăмла ăстисем пулса тăнă. Антонина Михайловна Зуева звеньевойпа Павел Григорьевич Шорков бригадир Социализмла ĕç Геройĕн ятне тивĕçнĕ.
Хуçалăх ертÿçин
ыйăхĕ кĕске
Парти саланнă хыççăн 1992-мĕш çулта Нина Корниловна Иванована тăван хуçалăхăн комплекслă бригадин бригадирне лартнă. Вăл ертсе пынипе пĕрремĕш çулах пысăк тухăçлă тĕштырă туса илнĕ ĕçченсем. Анчах ĕç укçи пирки шухăшлама тÿр килмен – самана урăхла кĕрленĕ.
- Атьăр-ха, - йăпатнă хĕрарăм-бригадир механизаторсене, - тырă та пулсан ĕçлесе илер, унпа килте выльăх-чĕрлĕх ÿстерсен выçă вилместпĕр…
Тĕреклĕ «Волга» совхоз майĕпен арканнă. Аманиксем хăйсем пĕчĕк хуçалăх туса хунă, ĕлĕкхи «Динамо» ята панă ăна. Пĕрин хыççăн тепри хуçалăх ертÿçи пулса пăхнă, анчах та ĕçĕсем ăнсах кайман. Юлашкинчен 1999 çулта район пуçлăхĕсем Нина Корниловна Иванова патне çитнĕ, председателе ларма ыйтнă.
- Килĕшрĕм çав, – ассăн сывлать халĕ ветеран. - Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче колхозра пĕр пĕрчĕ тырă та, пĕр хăлаçлăх утă-улăм та çук, выльăхĕсем вара пур… Парăмсене татас тесе пĕтĕмпех сутса пĕтернĕ. Пурпĕрех хĕл каçрăмăр. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар, теççĕ, пулăшрĕç. Фермăра ĕнесем сахал марччĕ, ир те сăватпăр, каçхине те – пĕр литр сĕт те сутаймастпăр, никама та кирлĕ мар… Çулсерен 200-шер тонна хăмла туса илнĕ эпир, малтанах туянатчĕç ăна, кайран илекенсем çухалчĕç… Ытла та йывăр аса илме… Çук, хуçăлман, малаллах пăхнă, малаллах туртăннă.
«Динамо» ялхуçалăх кооперативĕн председателĕ пулса Нина Иванова пилĕк çул хушши тăрăшнă. Пенси вăхăчĕ çитнине кура тивĕçлĕ канăва кайнă вара. Апла пулсан та килте хупăнса ларман вăл. Халăхпа, ял-йышпа ĕç тума хăнăхнăскер, тĕрлĕ пухусенче сăмах тухса каланă. Çул тумалла-и, газ кĕртмелле-и, клуб юсамалла-и – пур ыйту та канăç паман ăна. Районтан е республикăран пуçлăхсем яла килсен вăл тухнă вĕсем умне, уççăн сăмахланă. Ытлашши çивĕч пулнăран хăшĕсем ун çине куç айĕн те пăхасшăн пулнă.
Ырă канаш укçаран та хаклă
2012 çулта Куславкка районĕнче агропромышленнăç комплесĕн ветеранĕсен союзĕн уйрăмне туса хунă. Малтанах ăна районти ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ ертсе пынă. Ку вырăнта пуçаруллă çын кирлине туйса тепĕр çултанах Нина Иванована сĕннĕ ĕçлеме. Чăн та, çамрăклăхне аса илсе-ши, каллех çанă тавăрса тăрăшма пуçланă хайхи. Хăй тавра хĕрÿ чĕреллĕ çынсене пухнă вăл, ялхуçалăх организацисене тухса çÿрессине йĕркеленĕ. Ветерансен сĕнмелли, канаш памали сахал мар. Хуçалăх ертÿçисем те, механизаторсем те ялан хапăл кĕтсе илеççĕ вĕсене. Юлашки çулсенче тата ялхуçалăх ветеранĕсем шкулсемпе ача сачĕсене тăтăшах çитме пуçларĕç, агроклассемпе агролабораторисене пулăшу пама тытăнчĕç.
- Ачасене пĕчĕкренех çĕр ĕçне явăçтарни питĕ тĕрĕс, унсăрăн ялта кам ĕçлĕ, кам пурăнĕ, – тет Нина Корниловна. - Ялти шкулсенче кăна мар, хуларисенче те кăсăкланса итлеççĕ пире, çакă савăнтарать. Апла пулсан, чăваш ялĕн малашлăхĕ пур.
Тĕрĕсех çав, ялта ĕçлес, ялта пурăнас текен çамрăксем сахал мар, ĕмĕр тăршшĕпех ялхуçалăхĕнче тăрăшнă ветерансем те пирĕн хушăра нумай. Вĕсенчен пĕри – Нина Корниловна Иванова. Пĕлтĕр ăна «Куславкка районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята пачĕç. Çакă чыса вăл çĕре юратнăшăн, халăхшăн тăрăшнăшăн, Куславкка тăрăхне аталантарас тесе ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ. Унăн кăкăрĕ çинче – тĕрлĕрен медаль, сĕтелĕ тулли - Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем.
– Чыслани, паллах, лайăх, - тет ветеран. – Унтан та хакли - çынсем хисеплени. Тата хăв пĕлсе тăни: пурнăç ахаль иртмен, тăрăшни сая кайман. Пирĕн хыçра ырă йĕр юлать.
В. КОНСТАНТИНОВ.
Октябрь 2026 |
