Вĕсем Брянск облаçĕнче пĕр çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те Куславккара çуралса ÿснĕ. Андрей ятарлă çар операцийĕнче, Алла «тĕнче хĕрринче» - Магаданра ĕçлет. Юратнă çыннипе пĕрлешес тесе вăл çул инçе пулнине те пăхман.
Вĕсен юратăвĕ кинори пекех: каччăпа хĕр 18 çул каяллах пĕр-пĕрне килĕштернĕ, анчах та шăпа иккĕшне те уйăрнă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне илсе çитернĕ. Çамрăк мăшăр заявлени çырса панă кунах вĕсене пĕрлештернĕ. Мăшăрланăва регистрациленĕ вăхăтра ЗАГС пайĕн начальникĕ Мария Гусакова çĕнĕ çемьене нумай çул хушши пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнма суннă.
Ноябрь 2025 |
