Тĕнчере пĕр миллиарда яхăн çын ытла самăр пулнипе хĕн курать, 600 миллион çын вара сахăр диабечĕпе чирлет. Раççейре ытлашши мăнтăррисем 40-45 миллион, сахăр диабечĕн тĕрлĕ формипе 10-12 миллион арçынпа хĕрарăм аптăрать. Вĕсен йышĕнче 80-90 проценчĕ – самăр çынсем.
Хальхи вăхăтра нумайăшĕ хусканусем питĕ сахал тăвать, калориллĕ апат çиет. Çакă вара мăнтăрланасси патне илсе çитерет. Ытлашши кĕлетке виçи сахăр диабечĕсĕр пуçне инфаркт, инсульт, шăмă сыпписен чирĕ- сем тата ытти чир-чĕр патне илсе çитерме пултарать. Тахçанах тупса палăртнă: çын мĕн чухлĕ ытларах хускалать, çавăн чухлĕ нумайрах калори пĕтерет. Мышцăсене час-часах ĕçлеттерсен сахăр шайĕ чакать. Тĕрлĕ хускану, ятарлă хăнăхусем тума хуть те хăçан та пуçлама юрать.
Май 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 |
| 4 | 5 | 6 | 7 | 8
|
9 | 10 |
| 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
| 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
| 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 |
