Турă шыва кĕнĕ кун

Категория: В РОССИИ Опубликовано: 16.01.2026, 13:28 Просмотров: 124

Çитес эрнере, январĕн 19-мĕшĕнче, православи тĕнĕпе пурăнакансем Кăшарние (Крещение Господне) кĕтсе илеççĕ.

Çак уяв Турă шыва кĕнипе çыхăннă. Пачăшкасем тĕн уявĕ мĕне пĕлтернине тĕрĕс ăнлантарсан та пиртен чылайăшĕ чиркĕве каяс вырăнне вакка кайса е урăх майпа шыва кĕрет. Тĕрĕссипе Раштав та (Турă çурални), Кăшарни те пĕр пулăмах пĕлтерет - Турă тĕнчене килнине. Вăл Иисус çуралнинчен пуçланать те Христос Иоанн Креститель патне килнипе вĕçленет.

Кăшарнире çиччас вакка сикеп те çылăхран тасалатăп тени тĕрĕс мар. Кăшарни шывĕ чăннипех те асамлă, çак кун тĕнчери мĕнпур шыв-шур Турă хăвачĕпе тасалать. Шыва кĕресех тесен малтан чиркĕ-ве кайса литургире тăни, çылăхсене каçарттарни вырăнлă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники