Тĕслĕхлĕ библиотекăсем валли – субсиди

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 15.03.2024, 13:34 Просмотров: 251

Логотип культура

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн мартăн 13-мĕшĕнчи ларăвĕнче Чăваш Республикин бюджетĕнчен муниципаллă округсен бюджечĕсене 2024 çулта тĕслĕхлĕ библиотекăсем тума субсиди уйăрса парасси çинчен калакан постановлени проектне ырланă.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, муниципаллă округсен бюджечĕсене тĕслĕхлĕ библиотекăсем тума кирлĕ субсидие конкурс итогĕсем тăрăх уйăрса панă. Конкурса 14 заявка панă, комисси вĕсенчен 8-шне суйласа илнĕ. Тĕп библиотекăсене паракан субсиди виçи – 10 млн тенкĕ, пĕчĕкрех библиотекăсем валли – 8 млн тенкĕ.

Муниципаллă округсен библиотекисене çĕнетме республика бюджетĕнчен 60 млн тенкĕ ярĕç: тăватă тĕп библиотека 10-шар млн тенкĕ илĕ, ялти тăватă библиотека – 5-шер млн тенкĕ.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Енре «Культура» наци проекчĕн стандарчĕсемпе тĕслĕхлĕ библиотекăсем тума республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе тивĕçтересси Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пулнă.

2024 çулта республика бюджечĕн шучĕпе Шăмăршă, Куславкка, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай округĕсенчи тĕп библиотекăсем, Елчĕк, Улатăр, Çĕмĕрле, Вăрнар округĕсен ялĕсенчи библиотекăсем çĕнелĕç.

«Аса илтеретĕп: кăçал тата республикăри тепĕр икĕ библиотека «Культура» наци проекчĕн шучĕпе федераци бюджечĕн укçи-тенкипе çĕнелĕ. Мĕнпурĕ Чăваш Енре «Культура» наци проекчĕн шучĕпе тĕслĕхлĕ 18 библиотека тунă та ĕнтĕ, вĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. 2024 çул вĕçнелле республикăра пурĕ 28 çĕнетнĕ библиотека пулĕ», – палăртнă Светлана Каликова.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕслĕхлĕ библиотекăсăр муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсене çак ыйтăва тимлеме хушнă.

«2025 çулта Чăваш Енре республикăри кашни муниципалитетра тĕслĕхлĕ пĕр çĕнĕ библиотека та пулин пулмалла. Эпир çакă пирĕн ачасене воспитани памалли лайăх мелсенчен пĕри пулнине куратпăр. Ăнăçлă ĕçлекен тĕслĕхлĕ библиотекăсене çамрăк çемьесем çÿреççĕ», – палăртнă Олег Николаев.

ЧР Культура министерствин пресс-служби.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники