Ял библиотекисене – çĕнĕ кĕнекесем

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 22.03.2024, 11:07 Просмотров: 165

Логотип культура

2024 çулта «Культура» наци проекчĕн шучĕпе Чăваш Республикинчи библиотекăсен фончĕсем çĕнĕ кĕнекесемпе малалла пуянланаççĕ. Вĕсене туянма федераци бюджетĕнчен тата Чăваш Республикин бюджетĕнчен субсиди параççĕ.

Чăваш Республикин наци библиотеки çулталăк пуçламăшĕнче централизациленĕ майпа 10,27 пин экземпляр кĕнеке, пурĕ 5,18 млн тенкĕлĕх, туянса вĕсене пурте усă куракан 89 библиотекăна панă.

Кĕнекесене федерацин 15 издательствинчен туяннă. Вĕсен шутĕнче: «АСТ», «ЭКСМО», «Детская литература», «Детская и юношеская книга», «Самокат», «Стрекоза», «РОСМЭН» тата ыттисем те. Çĕнĕ изданисен комплекчĕсене (106-шар кĕнеке) 87 ял библиотеки, Çĕрпÿри тĕп библиотека тата республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки – 301-шер кĕнеке – илнĕ. Комплектсене словарьсемпе энциклопедисем, отрасль литератури, çитĕннисемпе ачасем валли кăларнă илемлĕ литература изданийĕсем кĕнĕ.

Ял библиотекисене ытларах ача-пăча изданийĕсене панă. Вĕсен шутĕнче – Раççей çинчен çырнă чаплă кĕнекесем. Çамрăк вулакансене илемлĕ «Детские энциклопедии с Чевостиком»: «Наша страна Россия», «Народы России», «Сказочная энциклопедия России», «Россия, познакомимся поближе», «Мифы Поволжья», «Азбука русских художников», «Девочки, прославившие Россию» тата ытти изданисем те савăнтарĕç. Вĕсем ачасемпе çамрăксене нумай ĕмĕре тăсăлакан Раççей историйĕн, унăн наукин, культурин тĕлĕнмелле енĕсемпе паллаштарĕç, юратнă çĕршывпа тата несĕлсен пуян еткерлĕхĕпе мăнаçланма вĕрентĕç.

Çĕнĕ кĕнекесен комплекчĕсем республика библиотекисене çитнĕ те ĕнтĕ, часах вĕсене кашниех илсе вулама пултарĕ. Кĕнекесем çынсене лайăхрах та ăстăнпа пуянрах тăваççĕ – килĕр, вулăр!

Чăваш наци библиотекин маркетинг пайĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники