Куславкка муниципалитет округĕнчи педагогсене мартăн 25-мĕшĕнче Тăвай округĕнчи Турикас Тушкил шкулĕнче тарават кĕтсе илчĕç.
Унта Вăрмар, Куславкка тата Тăвай округĕсенчи ÿкерме, ĕçлеме (технологи) вĕрентекен, черчени, музыка учителĕсен «Методистсен ĕçĕнчи хальхи вăхăтри меслет – мастер-класс» темăпа муниципалитетсем хушшинчи фестиваль иртрĕ. Ку мероприяти çĕнĕ меслетсемпе ĕçлекен тата вĕренĕве çĕнĕлле майпа йĕркелекен учительсене тупса палăртма пулăшать.
Фестивальте кăтартнă мастер-классем питĕ илĕртÿллĕ, материалсемпе пуян пулчĕç. Вĕсенче паянхи çивĕч темăсене сÿтсе яврăмăр, шкул ачисене хальхи вăхăт ыйтакан çĕнĕ меслетсемпе усă курса вĕрентмелли, вĕсен творчествăри пултарулăхне аталантармалли çинчен калаçрăмăр. Педагогсем фестивальте кăтартса панă мелсем пурне те килĕшрĕç. Хăйсен умĕнчи тĕллевсене пурнăçлама учительсем пурте хавхаланса хутшăнчĕç.
Шкулти историпе краеведени музейĕ те пире килĕшрĕ, вăл экспонатсемпе пуян пулнине асăрхарăмăр. Экскурсовод район тата шкул историйĕ çинчен интереслĕ каласа пачĕ.
Учительсен тĕлпулăвĕ нумайлăха асра юласса шанса тăратпăр. Пĕр-пĕрин опычĕпе тата пĕлĕвĕпе паллашма май тупса панăшăн фестивале йĕркелекенсене, муниципалитсенчи педагогсемпе ертÿçĕсене ăшшăн тав тăватпăр.
С. ЕГОРОВА, О. СТЕПАНОВА.
Март 2025 |