Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕнче ĕçлекенсем кăçал сентябрь уйăхĕнче Шăмăршă округĕн администрацийĕнчен илнĕ çырăва тĕпе хурса муниципалитет чиккинче вырнаçнă 50,4 гектар çĕр лаптăкне вырăна тухса тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, унăн пĕр пайĕпе кăна ялхуçалăх производстви валли усă кураççĕ. 8 гектар ытла лаптăка ялхуçалăх çаврăнăшне кĕртмен, унпа пачах усă курмаççĕ. Çавна пула лаптăкра çумкурăк ашкăрать.
Тĕрĕслевçĕсем çавăн пекех 1 гектара яхăн çĕрĕн пулăхлă сийне хырса кайнине асăрханă. Пахалăхлă сий тăмпа хутăшнă, çавăнпа акмалли лайăх лаптăк сиенленнĕ. Россельхознадзор ĕçченĕсем çав вырăнти тăпрана унăн агрохими кăтартăвĕсене пĕлес тĕллевпе анализ валли илнĕ.
«ВНИИЗЖ» федераци патшалăх бюджет учрежденийĕн Тутарстанри лабораторийĕнче ирттернĕ тĕпчевсем органикăллă вещество çĕр сийне илнĕ вырăнта чылай нумайрах пулнине палăртнă.
Октябрĕн 13-мĕшĕнче çĕр лаптăкĕн хуçине вăйра тăракан йĕркене пăсма юраманни çинчен асăрхаттарнă, кăçалхи декабрĕн 13-мĕшĕччен çĕр лаптăкне кÿнĕ сиене хăйĕн ирĕкĕпе саплаштарма хушнă.
«Тавралăха упрамалли объект шутланнине шута илсе тăпрана сиен кÿнĕ виçене шутласа палăртмалли меслетпе» маларах асăннă çĕр лаптăкне 36,8 миллион тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ тесе йышăннă. Çырура пĕлтернине пурнăçламасан ĕçе суд органĕсенче пăхса тухма ярса параççĕ.
Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Россельхознадзор управленийĕ Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăка сыхлакан прокуратура ыйтнипе материалсене контрольпе надзор пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттерме тата тăпран çиелти пулăхлă сийне хырса илнĕшĕн уголовнăй йĕркепе айăпламалли сăлтавсем пуррипе çуккине тĕрĕслеме ярса панă.
Декабрь 2025 |
