Ăрусен çыхăнăвĕ татăлмасть

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 09.10.2026, 13:14 Просмотров: 20

Халăх йышлă пухăнакан, Аслă Отечественнăй вăрçăран килеймен е Çĕнтерÿпе таврăннă хыççăн йывăр сурансене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ паттăрсене асăнса лартнă палăксем пирĕн çĕршыври кашни ялпа хулара пур. Астăвăм кунĕсенче вĕсен умне ватти-вĕтти пухăнать.

Çăкалăхра пурăнакансем те хăйсен ялĕнче çуралса ÿс-нĕ, фронтран Çĕнтерÿпе çитнĕ ентешĕсене асра тытса палăк лартма шутланăччĕ. Вĕсен ĕмĕчĕ тинех пурнăçланчĕ. Ялта пурăнакансем çак кунсенче «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнайман Çăкалăх çыннисене асăнса лартнă мемориалпа юнашар çĕнĕ обелиск уçрĕç. Унта Çăкалăх ялĕнче çуралса ÿснĕ, фронтран сывă таврăннă, мирлĕ вăхăтра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă 69 вăрçă ветеранĕн ятне çырса хунă.

Куславкка муниципаллă округ пуçлăхĕ Алексей Людков ентешĕ-сене асра тытнăшăн, хăйсем пурăнакан кĕтесе аталантарма, тирпей-илем кÿме тăрăшнăшăн çăкалăхсене ăшшăн тав турĕ.

Ялта çакăн пек обелиск уçни - пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм, вăл ăрусене пĕрлештерсе тăрать, мирлĕ пурнăçăн чăн хакне туйса илме пулăшать.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники