Тăрăшуллă, пуçаруллă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 09.10.2026, 13:15 Просмотров: 20

Тамара Ильинична Павлова 2009 çултанпа муниципаллă службăра тăрăшать. Елчĕк ял тăрăхĕн администрацине вăл специалист пулса ĕçе вырнаçнă.

Тамара Ильинична хăй вăхăтĕнче математика учителĕн профессине алла илнĕ. 1987 çулта Туканашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ачасене вĕрентнĕ. Ун хыççăн 15 çул хушши Кĕнер шкулĕнче тăрăшнă. Хуть те ăçта ĕçлесен те хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă, яваплăха туйнипе тата сăпайлă, пуçаруллă пулнипе уйрăлса тăнă.

Елчĕк территори пайĕн тĕп специалисчĕ-эксперчĕ пулнă май Тамара Ильинична тăван кĕтесе аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрать. Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна тивĕçлипе хакланă: Куславкка районĕн Хисеп грамотипе, Чăваш Республикинчи Муниципаллă пĕрлешÿсен совечĕн грамотипе наградăланă, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне парса хавхалантарнă. Тамара Ильинична - пысăк тĕллевлĕ, опытлă специалист, вăл ял халăхĕн пурнăçне çăмăллатса лайăхлатассишĕн нумай тăрăшать.

Елчĕк тăрăхĕнче пурĕ 7 ял. Кăçал çак территори пайĕнче «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа 8 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă, çав шутран çиччĕшне - Елчĕкре, Кĕнерте, Мăрсакассинче, Криушра - вĕçленĕ. Мушар ялĕнчи клуба юсаса пĕтерессе пурте чăтайми кĕтеççĕ.

«Халăх пуçаруллă та хастар пулни савăнтарать,- тет Тамара Ильинична. - Шăпах ĕнтĕ вĕсем тăрăшнипе пирĕн ялсем пурăнаççĕ, аталанса пыраççĕ».

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники